Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр ĕçченне мухтанă писатель

Василий Алентей... Çак ята илтмен чăваш çук та пулĕ. Хăй пурăннă чухне шавласа, куштанланса çÿремен вăл. Çырнă. Вулакана килĕшекен произведенисем хайланă. Писатель çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинчен çырусем нумай илетчĕ: вулакансем унта кĕнекесене юратса паллашни çинчен хыпарлатчĕç (çав çырусенчен нумайăшĕ халĕ Вăрмар район музейĕн фондĕнче упранать). Талантлă ентешĕмĕр чи йышлă вулакана - ял çыннине - савăнтарма пĕлетчĕ. Ял çыннине ытларах хумхантаракан ыйтусене хускататчĕ вăл. Василий Степанович пек пурнăçа туллин те илемлĕн çырса кăтартма пултаракансем сахалрах çав: ак халĕ, вăл пурнăçран уйрăлнăранпа, чăваш литератури питĕ чухăнланса кайнăн туйăнать. Çакна нумаях пулмасть «Хыпар» хаçатра ирттернĕ чăваш çыравçисен «Çавра сĕтелти» калаçăвĕ те çирĕплетет. «Чăвашлăха упракан ял пирки, çĕр ĕçченĕ çинчен ытларах çырмалла», - палăртаççĕ писательсем.

«Ушкăн-ушкăн пĕлĕт иртет», «Курăксене тайса çил вĕрет», «Çĕмĕрт çеçкере», «Вĕлле хурчĕ», «Юратрăм эп, хирсем, сире», «Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ», «Тăрна сасси илтĕнет» тата ытти кĕнекесем ял çыннин сăнарне илемлĕн те юратмалла ÿкерсе кăтартаççĕ. «Эпĕ 1937 çулта «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине вырнаçрăм. Районти нумай колхозра пултăм, чылай çынпа тĕл пулса калаçрăм. Статьясен, тĕрленчĕксен, репортажсемпе очерксен геройĕсем - çĕр ĕçченĕсемччĕ», - çырнă автобиографийĕнче Василий Алентей. Тăван тавралăх илемне, çĕр ĕçченĕн пархатарлă сăнарне кăтартасси вăрçăран аманса таврăннă хыççăн тĕрлĕ ĕçре, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче те, тăрăшнă вăхăтра та сĕвĕрĕлмен.

Василий Алентей çуралса ÿснĕ тăван кĕтесе - Кĕтеснере - нихăçан та манман.

«... Ыйăх килмесĕр асапланса выртсан-выртсан, Якăп кашнинчех пĕр шухăш патне çитсе тухрĕ. Çав шухăш унăн пурнăçĕнче пысăкрах та пысăкрах вырăн йышăна пуçларĕ.

«Вилсен, тăван ял масарĕнчех арăмпа юнашар выртасчĕ ман», - пăшăлтатрĕ вăл. Кашлайкин ăнланать-ха: ун хыççăн Йăмракасси масарне унăн ăрăвĕ тек выртас çук.

Çуралса ÿснĕ ял... Санран хакли мĕн пур-ши тĕнчере?»

Çак йĕркесене В.С.Алентей çырнă. Хăй пирки. Хăйне тăван ялĕнче - Кĕтеснерте пытарма ыйтса.

Кăçал чăваш халăх писателĕ Василий Алентей пурнăçран кайнăранпа 20 çул çитрĕ (1989, мартăн 15-мĕшĕ). Октябрь уйăхĕнче çуралнăранпа 90 çул çитнине палăртăпăр. Еплерех чыслатпăр-ха эпир паллă ентешĕмĕре? Унăн астăвăмне тивĕçлĕ ĕçсем тăвайрăпăр-и? Çулленех ялти вулавăшсенче «Алентей вулавĕсем» иртеççĕ, тĕл пулусем, «Çавра сĕтелсем» йăлана кĕнĕ. Вăрмар поселокĕнче, Кĕтеснер ялĕнче Алентей ячĕллĕ урамсем пур. Район музейĕн çĕнĕ экспозийĕнче «В.Алентейĕн ĕç пÿлĕмĕ» мемориал кĕтес пулĕ... Ак тата Кĕтеснерсен тепĕр ырă шухăш çуралнă: яла тирпей-илем кĕртес программăпа килĕшÿллĕн писатель ячĕллĕ Асăну паркĕ (е сквер тейĕпĕр ăна) йĕркелемелле мар-ши?! Çав вырăнтах В.Алентей палăкне уçасчĕ. Тирпейлĕ, илемлĕ, çĕнĕлле йĕркеленĕ лапам ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те илĕртÿллĕ вырăн пулĕччĕ. Шкулта интереслĕ музей пуррине, культура çурчĕпе вулавăш лайăх ĕçлесе пынине шута илсен, яла килекен хăнасене те çак вырăн килĕшмелле пек туйăнать.

Алентей пултарулăхне хисеплекенсемшĕн Кĕтеснерсен пуçарăвĕ - ырă тĕслĕх, паллах вĕсем те çак ĕçрен айккинче тăрса юлмасса шанас килет.



14 марта 2009
00:00
Поделиться