Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Савăнăçлă лару-тăрура

Хальхи çăмăлах мар саманара та паянхи пурнăç таппипе тан утакан, тĕнчери экономика кризисне пăхмасăрах малалла ăнтăлакан предпринимательсем пурри пире чăннипех те савăнтарать. Вĕсенчен пĕри вăл - Кивĕ Вăрмарти Сергей Николаевич Харитонов. Халăх ыйтăвне туллинрех тивĕçтерес тĕллевпе вăл тăван ялĕнче тата Вăрмар поселокĕнче лавккасемпе кафе уçнă. Вĕсемсĕр пуçне ялта пекарня туса лартрĕ. Ăна савăнăçлă уçнă çĕре ял-йыш нумаййăн пухăнчĕ. Вĕсемсĕр пуçне район руководителĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсемпе предпринимательсем тата ыттисем килнĕ. Халăха хăйсем туса кăларакан продукципе паллаштарас тĕллевпе сĕтелсем çине курăнмалла кăларса хунă. Тутанса пăхма ан ÿркен кăна.

Акă, савăнăçлă самант пуçланать.

- Çак предприятие уçма пулăшнăшăн эпĕ район администрацине чĕререн тав тăватăп. Малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессе шансах тăратăп. Хальлĕхе эпир пурĕ 20 тĕрлĕ продукци туса кăларатпăр, ассортимента ÿстерсе пыма тăрăшатпăр. Хамăрăн продукцие районти 20 лавккара сутатпăр. Унăн пахалăхне лайăхлатассине чи малти вырăна хуратпăр. Производство аталанса пынă май, кунта ĕçлекенсен йышĕ те хушăнсах пымалла, 20 çынна çитмелле, - терĕ Сергей Николаевич.

Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков сăмах илчĕ.

- Пекарньăна уçас пирки С.Харитоновпа тĕплĕн сÿтсе яврăмăр. Ку ыйтупа райадминистрацине тухма шутларăмăр. Пирĕн пуçарăва вĕсем ырларĕç. 25 çуллăха арендăна пама пулчĕç. Çак калаçу хыççăн Сергей Николаевич кĕске вăхăтрах ялта пекарня туса та лартрĕ. Халĕ унăн продукцийĕпе киленетпĕр кăна, - пĕлтерчĕ Геннадий Германович.

Унтан сăмах район пуçлăхне В.Кириллова параççĕ.

- Юхăнса ларакан котельнăй çуртĕнчен чаплă пекарня туса лартни пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк савăнăç. Эпĕ çакăн пек лайăх япала пуласса питех ĕненсех те кайманччĕ. Пуçаруллă та ĕçе юратакан çынсем пурах çав пирĕн хушăра. Кунта çĕнĕрен ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Çакă пуриншĕн те лайăх. Малашнехи ĕçре кунта ĕçлекенсене халăха кăпăшка çăкăрпа, булка изделийĕсемпе тивĕçтерессе шансах тăратăп, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп, - терĕ Вячеслав Николаевич.

Предприяти уçăлнă ятпа хĕрлĕ хăйăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, С.Харитоновпа унăн ачисем: Александрпа Дмитрий касрĕç. Савăнăçлă мероприяти малалла тăсăлчĕ. Предприяти уçăлнă ятпа Сергей Николаевича тата пухăннисене райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова, «Росгосстрах-Атăлçи» страхлакан обществăн районти филиалĕн пуçлăхĕ И.Алексеева, ЧР «Чувашхлебопродукт» ПУП филиалăн пуçлăхĕ В.Александров тата ыттисем саламларĕç, парнесем пачĕç. Шупашкартан килнĕ артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, вĕсемпе пĕрле ял халăхĕ те юрласа-ташларĕ. Ял халăхĕшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ вăл.



14 марта 2009
00:00
Поделиться