Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмарсем хĕлпе сыв пуллашрĕç

Кашни япаланах икĕ вĕçĕ пур. Мартăн 8-мĕшĕнче Вăрмар халăхĕ Ленин площадьне хĕле ăсатма савăнăçлă кăмăлпа, пит çинчи кулăпа пуçтарăнчĕ. Хĕл Мучи вара, хăйĕн хуçаланасси шутлă кунсем кăна юлнипе хурланса пулĕ, çÿлерех те çÿлерех хăпаракан хĕвеле пĕлĕтсем карса хуплама тăрăшрĕ пулин те, çынсен кăмăлне хуçаймарĕ. Ара театрализациленĕ вăйă пуçламăшĕнчех сцена çине тухнă мыскараçăсен пĕрремĕш сăмахĕсем те: «Шÿчĕ пултăр ытларах, хĕлĕ кайтăр хăвăртрах», - пулчĕç те. Кун хыççăн хĕл пурин çине те ал сулчĕ пулмалла е пухăннисем праçник авăрне кĕрсе ун çинчен манса кайрĕç. Шÿт-кулă, юрă-ташă... Халăх савăннине курса юмахри патшан кулман хĕрĕн те (представленире çакăн пек сăнар та пулчĕ) кăмăлĕ çĕкленчĕ. Çуркуннене кĕтсе илсен вара юрра-ташша яма хатĕррине те пĕлтерчĕ.

Праçнике уçма 11 сехет иртсен сцена çине район пуçлăхне В.Кириллова йыхравларĕç. Вячеслав Николаевич пухăннисене уявпа саламланă май кăçал Вăрмарта Республика кунне ирттерни район çыннисем умне пысăк яваплăх кăларса тăратни, ăна тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси пуринчен те килнине палăртрĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхарни, вĕсене вăхăтра тата йĕркеллĕ ирттерме тĕплĕн хатĕрленмелли пирки аса илтерчĕ, район çыннисене Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Уяври чи асра юлакан самантсенчен пĕри - Хĕле ăсатакан катемпине çунтарса яни. Вăл мĕнле çуннине уйрăмах ачасем хаваспа тимлерĕç. Тĕтĕмĕ сирĕлсенех çуркунне пуçланмарĕ те, анчах хĕлпе çурăн психологи чикки урлă каçни хăй мĕне тăрать.

... Сцена çинчен художествăлла пултарулăх коллективĕсем уява хутшăнакансене çепĕç юрăсемпе саламларĕç. Капăр чăваш тумĕсем тăхăннăскерсем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те илĕртрĕç. Площадьре кĕвĕ-юрăпа суту-илÿ шавĕ кĕрленĕ май Спорт çуртĕнче тата унăн тавра спорт вăййисем хĕрсе пычĕç. Вăрман касас тесен те вăрмана кайма кирлĕ мар - кунтах пĕрене вырнаçтарнă, хăв вăйна шанатăн пулсан алла пăчкă тыт та пуринчен маларах каска касса кăлар - парнеллĕ пулатăн. Ал вăйне те кунтах виçме пулать. Дартс енĕпе те ăмăртрĕç çак вăййа юратакансем. Мини-футбол турнирĕ вара пуринчен те ытларах халăха пуçтарчĕ. Вăй виçме Вăрмарсем кăна мар, республикăри ытти районсенчен килнĕ командăсем те тухрĕç.

Пĕр сăмахпа, уяв хаваслă иртрĕ.



14 марта 2009
00:00
Поделиться