Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тарават та вашават ял ĕçченĕ

Районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсем «Мĕнле пурăнатăн, аякри ял» программăпа килĕшÿллĕн Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен Шăплат ялне çитсе курчĕç. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Энтрияль ял тăрăхĕнче 1306 çын пурăнать. Кунта Энтрияль, Уйкас, Шутнерпуç, Шăплат, Пăртас ялĕсем кĕреççĕ. Пурĕ 585 кил. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 29 шутланса тăраççĕ. Çăмăллăхлă кредита 2008 çулта 9 çын 1 миллион та 65 пин «Россельхозбанкран», 14 çын 1 миллион та 750 пин тенкĕ перекет банкĕнчен илнĕ. Ялсен социаллă аталанăвĕ программăпа каялла тавăрса памалла мар субсидие пĕр çемьене панă. «Çамрăк çемье» программăпа 4 çемье усă курнă.

Шăплат ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Хĕл кунĕнче те ăшăлăхĕпе хăй патне туртрĕ. Чи малтанах хĕрарăмсем ялти клуба пуçтарăнчĕç. Ялти художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем, хĕрарăмсен канашĕн членĕсем Л.Рыжовапа Р.Иванова ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пуçламăш класс ачисем хаваслă концерт лартса пачĕç. Пĕчĕкскерсем çăварни уявне те сăнларĕç, «Йăвача» пуканесен театрĕ те куракансене хавхалантарчĕ. Ачасен пултарулăхĕ пĕчĕк те вăйлă çăл куç пек тапса тăчĕ.

Кĕçĕннисем хыççăн аслисем - ялти пултарулăх ушкăнĕ - хăйсен хаваслă юррисемпе тыткăнларĕç.

Хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова сăмах илсе районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çав хушăрах хĕрарăмсен районти канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Шăплат ялне килнине кура кунти хĕрарăмсен пултарулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çинчен те чылай каларĕ Галина Леонидовна. Çапла пулмасăр, ку ялти чылай çемье тăлăх, ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр юлнă ачасене ура çине тăратассишĕн вăйне хурать. Апла пулсан вĕсен ырă ĕçĕсене мĕнле аса илмесĕр хăварăн. «Пур та пĕтет, çук та çитет, пĕрле пурăннине нимĕн те çитмест», - текен ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшĕ пысăк вырăнта Шăплатсемшĕн. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ таврах пычĕ Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Андреевăн калаçăвĕ. Вăл та ырă ĕç тăвакан çемьесене ăшă сăмахсем каларĕ. Ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе парнесем пачĕç. Тĕл пулăва ирттерме пулăшнисене тав турĕç. Уйрăмах районти автотранспорт предприятийĕн директорне В.Васильева ырă сăмахсем каласа тав турĕç. Вăл автобус уйăрса парса пысăк пулăшу кÿчĕ.



18 марта 2009
00:00
Поделиться