Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Чи лайăх наставник - 2009» çĕнтерÿçи

«Эпĕ хамăн учителе, черчени тата ÿнер искусствине вĕрентнĕ пархатарлă та хисеплĕ Юрий Михайлович Михайлова чи ăшă сăмахсемпе аса илетĕп. Мана хамăр шкулти тата районти çамрăк педагогсен, директорсен наставникĕ пулма сĕнсен эпĕ ку ĕçе пур яваплăхпа пуçăнтăм. Çамрăк педагогсен вĕрентекенĕ пулнă май, çамрăк специалистсен ĕç пахалăхне тĕрĕсленипе çеç мар, вĕсене тĕслĕх кăтартса çирĕплетме тăрăшатăп », - тет Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ В.Николаев. Нумаях пулмасть ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче республикăри «Чи лайăх наставник» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурс номинацийĕсем тĕрлĕ енлĕ пулнă: вĕрентÿ, социаллă тытăм, промышленноç, транспорт хуçалăхĕ, агропромышленноç комплексĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен ушкăнĕнче Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ В.Николаев республикăри «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен 2009 çулхи чи лайăх наставникĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çав ятпа В.Николаева ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламланă.

Вĕрентÿ учрежденийĕн пуçлăхĕ пулнă май, Владимир Данилович заместительсемпе, шкулсенчи методика пĕрлешĕвĕсене ертсе пыракансемпе, ытти учитель - наставниксемпе пĕрле çамрăк учителе пулăшакан наставниксен çирĕп системине йĕркеленĕ. Вĕрентÿçĕ çамрăксене профессипе çыхăннă ĕçе пурнăçлама пулăшнипе пĕрлех ăна вĕрентекенсен коллективĕнче пур енĕпе те праваллă туйма май парать, çамрăк вĕрентекенре яваплăха, пуçарулăха, ыр кăмăллăха ÿстерет, профессие юратма вĕрентет.

В.Николаев палăртнă тăрăх, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртни кирлĕ. Çавсен шутĕнче «Вĕрентÿпе воспитани процесне информацин çĕнĕ технологисене тĕпе хурса вĕрентÿ пахалăхне йĕркелесси» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртесси. Шкулăн вĕрентÿ ĕçĕнчи программин ăнăçлăхĕ социаллă партнерлăх шутланать. Вăл професси вĕрентĕвĕн программмине пурнăçласа кĕçĕн, вăтам тата аслă профессиллĕ пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденисене пĕрлештерсе тăрать. Шкул çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, культура учрежденийĕсемпе, социаллă сферăпа тачă çыхăнура.

Пултаруллă вĕрентекен профильлĕ вĕрентĕве йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрать. Педагогика ĕçĕнче çамрăк специалистăн пулас ăрăва вĕрентÿ тата воспитани парас ĕçре саккунсем кăларакан тата нормативлă документсене пĕлни кирлĕ. Çавăнпа та Владимир Данилович ĕçлеме килнĕ çамрăк кадрсене шкул умĕнче тăракан задачăсене, требованисене пурнăçлама тĕрлĕ енлĕн пулăшса пырать.

Професси ĕçĕнчи пуласлăха тишкернĕ май, пултаруллă наставник наукăра, производствăра, творчествăра ÿсĕмсем тăвакан, обществăлла задачăсене татса пама пултаракан çамрăксенче курать. Ун шучĕпе пулас ăру ăслă-тăнлă, пĕлĕве ÿстерсе пыракан, ыттисен шухăш-кăмăлне хисеплекен çынсем пулмалла. В.Николаев палăртнă тăрăх, шкултан вĕренсе тухакан хальхи пурнăçпа тан пыракан çын пулмалла.

Хăйĕн педагогика ĕçне Владимир Данилович обществăлла ĕçпе те çыхăнтарса пырать. Ку тĕлĕшпе унăн Вăрмар районĕнчи депутатсен Пухăвĕн корпусĕнче те пуян опыт пур, мĕншĕн тесен вăл социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комиссин председателĕ пулса тăрăшать. Çавăн пекех районта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен обществăлла воспитательсенчен чи активлисенчен пĕри пулнă. Халăх дружинин членĕ тата ял çамрăкĕсен наставникĕ пулнă май, Владимир Данилович вырăнти халăхăн актуаллă ыйтăвĕсене татса парас, ĕç вырăнĕсем, канăва йĕркелессипе чылай тăрăшать.

Çамрăк ăрăва пахалăхлă пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, педагогсен коллективĕнче вĕрентÿ процесне çÿллĕ шайра йĕркелеме пĕлнĕшĕн, ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнăшăн 1990 çулта В.Николаев «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» знака, 1997 çулта вара «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.



21 марта 2009
00:00
Поделиться