Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Грушевый» пылак шыв - пĕрремĕш вырăнта

Райпон «Нива» тулли мар яваплă общество туса кăларакан продукцие районта çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра 60 яхăн тĕрлĕ продукципе савăнтараççĕ вĕсем туянакансене. Кунта хатĕрлекен «Липецкая», «Сходнинская» тĕтĕмлетнĕ кăлпасси, «Мичуринская» кăлпасси, «Русские» пельмень, «Грушевый» пылак шыв, «Ядреный» квасран хатĕрленĕ напиток пысăк пахалăхпа палăрса тăраççĕ.

«Тĕллевсене çулленех ăнăçлă пурнăçлатпăр. Продукци складра выртмасть. Кăлпассине, тутлă шыва кÿршĕ районсенче пурăнакансем кăна мар, хуларисем те нумай туянаççĕ. Эпир кăларакан тĕрлĕ ĕçме-çимере, ытти йышши продукцире сиенлĕ япала çук. Калăпăр «Грушевый» пылак шыва хатĕрленĕ чухне экологи енчен таса компонентсемпе усă куратпăр», - тет общество пуçлăхĕ В.Дудкин. Ахальтен мар ĕнтĕ республика çулсерен ирттерекен «Море пива в Чувашии» конкурсра «Грушевый» пылак шыв малти вырăна çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне 2008 çулта Чăвашпотребсоюз ирттернĕ конкурсра «Грушевый» пылак шыв пĕрремĕш вырăн йышăннă. Паха продукци ăста алăллă ĕçченсемсĕр пулмасть, паллах. Кунта чылай çул мастер пулса тăрăшса вăй хуракан В.Михайлова, Л.Александрова лаборантка, А.Семенова рабочи производствăна йĕркелеме те, техĕмлĕ продукци кăларма та ăста. Апла пулсан кунта туса кăларакан продукци малашне те пысăк хака тивĕçессе шанас килет.




21 марта 2009
00:00
Поделиться