Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Умра - çур аки ĕçĕсем

Çуркунне кунран-кун вăй илсе пынă май, çĕр ĕçченĕсен уя тухас вăхăчĕ те çывхарсах килет. Кăçал вĕсен умĕнче пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: «Чăваш Республикинче уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен задачисем», «Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе пулăшмалли хушма мерăсем» ыйтусене сÿтсе явасси пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунне район пуçлăхĕ В.Кириллов, республикăри тарифсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ А.Журавлев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ В.Тимофеев, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем: Ю.Соколов, Л.Петров, пай начальникĕ А.Тихонов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăнчĕç.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов, республикăри тарифсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ А.Журавлев, район пуçлăхĕн заместителĕ Л.Петров Кивĕ Вăрмар ял тăрăхне çитсе унти ĕç çыннисемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çакна палăртмалла: ку хуçалăхра çур акине хатĕрленессипе ĕçсем пур хăватпа пыраççĕ. Хальхи вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем - 50, минераллă удобренисем - 201, элита вăрлăх 190 тонна туяннă. Машинăпа трактор паркĕнче техникăна юсас ĕç пырать. Пĕтĕмĕшле каласан «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики çур акине ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, ытти яваплă çынсем фабрика ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, вĕсен ыйтăвĕсем çине те туллин хуравларĕç. Унтан ĕçлĕ ушкăн районти ĕçпе тивĕçтерекен центра, историпе краеведени музейне хăпартнă çĕре çитсе курчĕç.

Ю.Соколов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах Чулкасри ял тăрăхĕнче пулчĕ, унти ĕççыннисене пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем çак ялти тĕслĕх библиотекăра, культура çуртĕнче пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç. Унтан ĕçлĕ ушкăн Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çул тытрĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисене асăннă шкулта вĕрентекенсемпе сÿтсе яврĕç, çавăн пекех «Вĕрентÿ» наци проекчĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Юрий Васильевич палăртнă тăрăх, пултаруллă та талантлă вĕрентекенсене хавхалантарма пур майсем те туса параççĕ. Çавна май, пирĕн районти шкулсенчи учительсем кашни çулах РФ тата ЧР Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçеççĕ. Унпа пĕрлех пархатарлă ĕçшĕн шкул дирекцийĕ ку е вăл вĕрентекене хавхалантарма май пуррине те каласа хăварчĕ. «Пахалăхлă пĕлÿ - вĕрентÿ ĕçĕн тĕп çăл куçĕ», - терĕ Ю.Соколов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май. В.Тимофеев проректор И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем валли асăнннă университет 40 тĕрлĕ ытла специальноçпа аслă пĕлÿллĕ кадрсем хатĕрлени çинчен каларĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтернĕ май, ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме ăнăçусем сунчĕ. Пĕрлехи информаци кунĕ çавăн пекех Тикаш, Чупай ял тăрăхĕсенче те иртрĕ.



21 марта 2009
00:00
Поделиться