Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕлтĕр сезонĕ хупăннă ятпа

Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта йĕлтĕр сезонĕ хупăннă ятпа Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă Рудольф Петрова асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак ăмăрту пиллĕкмĕш çул иртет. Çулсерен ку уяв спортпа туслă çынсене, паттăр салтакпа пĕрле вĕреннисене, ял халăхне пуçтарать. Çанталăкĕ хĕвеллĕ, уяр пулчĕ, ăмăртăва 150 çын хутшăнчĕ.

Кăçалхи ăмăртăва Вăрмарти 1-мĕш, Пинер, Кĕлкеш, Тикаш, Мăнçырма, Энĕшпуç, Чупай, Пысăк Енккасси шкулĕсенчен килнĕ командăсем хутшăнчĕç. Кÿршĕллĕ Куславкка районĕнчи Куснар, Тĕрлемес шкулĕсем те, Хусан, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти спортсменсемпе спорт ветеранĕсем те йыхрава кăмăлласах йышăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.

А.Ананьев учитель Р.Петров афганецăн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Республикăри афганец-ветерансен союзĕн председателĕ И.Кашаев, районти афганец-ветерансен уйрăмĕн председателĕ О.Ильин спорта юратакансене ăнăçусем сунчĕç.

Ăмăрту йĕркипе Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов паллаштарчĕ.

Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Старта малтанах чи çамрăккисем, 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Вĕсем 1 километр чупрĕç. Хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна И.Шмелева (Куславкка районĕнчи Куснар шкулĕ) йышăнчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Куснар шкулĕнчи О.Архиповапа Çĕнĕ Кинчерти М.Арманова тухрĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Тикаш шкулĕнчи Н.Кондаков йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Кинчерти В.Григорьев, виççĕмĕшĕнче Куснар шкулĕнчи А.Варягин.

1997-1998 çулсенчи арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна А.Герлов (Энĕшпуç), иккĕмĕш вырăна Н.Ленский (Тикаш) тивĕçрĕç. Çав çулсенчи хĕр ачасем хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Çак ушкăнра Кĕлкеш шкулĕнчи С.Матвеева - пĕрремĕш, иккĕмĕшне Çĕнĕ Кинчерти Т.Константинова йышăнчĕç. Вĕсем хыççăнах старта 5-7 классенчи ачасем тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче чи пултаруллисем Д.Максимов (Тикаш), А.Ефремов (Пинер),Е.Егоров (Мăнçырма) пулчĕç. Хĕр ачасенчен С.Данилова (Кĕлкеш), А.Лингапа Л.Долгова (Чупай) палăрчĕç. Вĕсем хыççăнах 10-11 классенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем старта тухрĕç. Арçын ачасем 5 километра чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Ю.Николаев (Энĕшпуç), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Топтыгинпа (Пысăк Енккасси) Ю.Николаев (Кĕлкеш) йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен 3 километра чупса пĕрремĕш вырăна К.Арманова (Çĕнĕ Кинчер), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Васильева (Чупай) тата С.Паймулина (Тикаш) пайларĕç.

Старта 30, 39, 49, 59 çула çитичченхи хĕрарăмсемпе арçынсем тухрĕç.

Ку çулсенчи хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăнсене - В.Васильева (Кĕлкеш), С.Ерпылева (Куславкка), С.Орлова (Тĕрлемес), З.Маркова (Кивĕ Вăрмар), Т.Ашмарина (Кавал) йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнсенче Н.Александрова (Кĕлкеш), С.Охримова (Куславкка), Р.Мисбахова (Тĕрлемес) пулчĕç.

Арçынсенчен хăйсен ушкăнĕсенче Н.Павлов (Вăрмар), В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), Н.Смирнов (Çĕнĕ Шупашкар), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри) çĕнтерчĕç.

Ăмăртăва пĕтĕмлетсе мала тухнă призерсене укçан, парнесем пачĕç, грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç.

Çак ăмăртăва йĕркеленĕ, спортсменсене нумай парнепе тивĕçтернĕ В.Арманов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ В.Федорова тав сăмахĕсене тивĕç.



25 марта 2009
00:00
Поделиться