Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пучах» лавкка паха тавар сĕнет

Юлашки çулсенче уйрăм предпринимательсем суту-илÿ, хатĕрлев енĕпе ялта та хăйсен ĕçĕсене йĕркеленипе конкуренци ÿссе пырать пулин те, районти потребительсен обществи йывăрлăхсене парăнмасть. Çакăн пек условисенче те вăл хуçалăха аталантарма, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме вăй çитерет. Кăçал Республика кунне пирĕн районта йĕркелеме палăртнă май, райпора вăй хуракансен тĕп задачисенчен пĕри - поселокри лавккасене хăтлăх кĕртесси пулчĕ. Пуçаруллă ертÿçĕ К.Никитинпа мал ĕмĕтлĕ ĕçтешĕсем тăрăшнипе кăçал кăна икĕ уяв пулчĕ. Уяв тесе тĕрĕсех палăртрăм, мĕншĕн тесен халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен, сутуçăсене ĕçлеме условисем çителĕклĕ, тавар вырнаçтарма, упрама меллĕ лавккасем уçăлни - чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулăм. Райпо лавккисем шăпах çак пахалăхпа, хăтлăхпа тата сутуçăсен тараватлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ те ĕнтĕ. Уяв тенĕрен, иртнĕ кунсенче поселокри Ленин урамĕнче чаплă лару-тăрура «Пучах» («Колос») лавкка уçăлчĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, райадминистрацин пай начальникĕсем Н.Краснова, Г.Петрова, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин тĕп инженерĕ И.Законов, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен яваплă çыннисем, пайщиксем, поселокра, ялсенче пурăнакансем хутшăнчĕç. Константин Владимирович уява килнисене лавкка уçăлнă ятпа саламларĕ, райпо малашне те хăйсен вăйĕпе туса кăларакан паха тавара туянакан патне çитерессине палăртрĕ. «Республика кунĕ кунран-кун çывхарса пынă май, эпир малашне те хамăр лавккасене хăтлăх, вĕсен тавра тирпей-илем кĕртессипе ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев - халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси. Çак миссие пурнăçласах ĕнтĕ эпир туянакан ку е вăл тавара ирĕклĕ майпа суйласа илекен лавкка уçма палăртрăмăр. Çапла майпа район халăхĕ пирĕн продукцине кăмăлтан туянасса шанатпăр. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине лавккана евроюсав тума пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатăп», - терĕ К.Никитин. Унтан вăл сăмах район пуçлăхне В.Кириллова пачĕ. Вячеслав Николаевич хăтлă та капмар лавккасем уçăлнă май, поселок инфраструктури çĕнелсе пынине, çĕршыври йывăр вăхăтсене пăхмасăрах çак ĕçре райпо пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Кăçал Республика кунне пирĕн район тивĕçлĕ шайра ирттермеллине, çавна май районти мĕнпур предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пур хастарлăхпа тăрăшмаллине каларĕ. Çавăн пекех «Пучах» лавкка уçăлнă ятпа райадминистрацин пай начальникĕсем Н.Краснова, Г.Петрова саламларĕç. Унтан Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин хĕрлĕ хăю касрĕç, лавкка уçăлни çинчен пĕлтерчĕç. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Палăртма кăмăллă: лавкка çуртне тултан та, шалтан та юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ витринăсем, хальхи оборудовани вырнаçтарнă, тавар ассортименчĕ чылай пуянланнă. Чи пахи - тавара ирĕклĕ суйласа илме май пурри. Халăх çакăнпа питĕ кăмăллă, хуларинчен нимĕнпе те кая мар тесе палăртать. Кунта тăрăшса вăй хуракан Е.Алексеева заведующи, Г.Данилова, С.Иванова сутуçăсем, Л.Максимова рабочи туянакансемпе тарават та ăш-пиллĕ. Пĕтĕмĕшле каласан тавар туянакансене меллĕ пултăр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ.

Апла пулсан, хисеплĕ вулаканăм, эсир çак лавккана çитсе курман пулсан - васкăр, сире пур кăмăлтан ырă сунса кĕтсе илеççĕ.



25 марта 2009
00:00
Поделиться