Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ магазин çĕнĕ ĕç вырăнĕсем парать

Илемленет, капăрланать Вăрмар поселокĕ, çĕнĕ капмар çуртсем хăпараççĕ юлашки вăхăтра. Ĕлĕкхипе танлаштарсан архитектура енчен те куçа илĕртеççĕ вĕсем. Акă, илер-ха Октябрь урамĕнче вырнаçнă 3 хутлă çурта. Ку вăл «Мега Центр» ятлă магазин. Мĕнрен кая хулари лавккасенчен? Хăй патне чĕнет вăл, илĕртет. Çавăнпа та-и тен, çак кунсенче манăн кĕрсе курма лекрĕ асăннă çурта. Мĕнле ăшшăн кĕтсе илеççĕ кунти сутуçăсем, эпĕ сывлăх суниччен хăйсем малтан саламларĕç, хăйсен таварĕсене сĕне пуçларĕç. Çавăнпа та вĕсен хушамачĕсене çырса хăварас килет: Е.Иванова, Р.Александровский, В.Юнатанов хăйсен ĕçне пĕлсе, çынпа ăшшăн калаçса туса пыраççĕ. Мана уйрăм предпринимательпе, магазинăн генеральнăй директорĕпе Сергей Иванович Таратинпа курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл хăйсен таварĕсен ассортименчĕпе паллаштарчĕ. Мĕн кăна сутмаççĕ пулĕ вĕсем хăйсен магазинĕнче. Алăксене питĕрмелли çăраççисенчен пуçласа кĕпе-тумтир çумалли машинăсем, порошоксем, холодильниксем, газ плитисем, пÿрте ăшăтмалли газ котелĕсем, унитазсем, центрофугăсем, умывальниксем, телевизорсем, атă-пушмак, ача-пăча тумтирĕсем тата ытти те. Пурне те çырса пĕтерес пулсан хаçат страници те çитмĕ. Сергей Иванович асăннă таварсене ытти хуласенчен кайса илмелле марри çинчен аса илтерет, мĕншĕн тесен, сăмахран, çак магазинти тавара Шупашкартан кайса илес пулсан çав тавар хаклăрах та кайса ларать. С.Таратин тавар ассортименчĕ ÿссех пынине тата клиентăн укçи-тенки хĕсĕкрех пулсан 2 çуллăха кредит пама пултарнине аса илтерчĕ. Питĕ пысăк çăмăллăх ку. Сергей Иванович хăйсен Ленин урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çуртра «Атлант» магазин пурри çинчен те манса хăвармарĕ. С.Таратин «Мега Центра» кĕске вăхăтра - 2007 çулхи июньтен пуçласа 2008 çулхи декабрьте туса пĕтернине, пысăк пахалăхлă тата хальхи строительство материалĕсемпе усă курни çинчен каларĕ. Сергей Ивановичпа сывпуллашнă май, вăл Калинин урамĕнче аптекăпа юнашар склад пуррине пĕлтерчĕ. Кунта та, магазинти пекех, тараватлă, ăшă кăмăллă склад заведующийĕ Роза Елакова кĕтсе илчĕ. Мĕн кăна çук пулĕ ку складра. Тĕрлĕ виçеллĕ пăрăхсем, угольниксем, гипсокартон, пенопласт, цинкланă хĕç-тимĕр. Халĕ ялсенче хапхасене йывăçран тумаççĕ ĕнтĕ, çавсене тума кирлĕ тĕрлĕ тĕслĕ профнастила туянма пулать. Çакăнта Роза Елакова çинчен ырă сăмахсем çырса хăварас килет. Эпĕ складра чухне те унта темиçе çын пырса кайрĕ, вĕсене Роза мĕн туянатăр-ха тесе ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тавар пулсан тиеттерсе ярать, çук пулсан заказ йышăнса юлать, хăçан илсе килмеллине тата тавара кредит меслечĕпе илме пулнине пĕлтерет. Складран пĕрмай тенĕ пекех тавар туянаççĕ, акă эпĕ пур вăхăтра та Р.Елакова Шăхале морозильник ăсатрĕ. «Мега Центр» магазинăн икĕ ГАЗ-53 автомашина пур, пĕринпе А.Тарасов, тепринпе А.Степанов ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен, сăмахран, Хусантан, Шупашкартан тата ытти хуласенчен тавара вырăна вăхăтра илсе килме тăрăшаççĕ. Калăпăр, клиентăн тавара илсе кайма автомашина çук пулсан, складран малтан асăннă машинăсемпе ялсене илсе кайма пулать, тиеме А.Егоров грузчик пур. Çапла ĕçлет, çынсене таварпа тивĕçтерет «Мега Центр» магазин.



28 марта 2009
00:00
Поделиться