Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх пур

Вăрмарти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕсемпе кружоксене çÿрекенсем кăçал республикăра ирттернĕ нумай мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Канаш хулинче ветерансем хушшинче ирттернĕ «Çак çурхи куна манаймăн» фестивальте Л.Петров юрăсемпе жюри членĕсене тыткăнланă, «Соло» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Шупашкарта иртнĕ эстрадăн çамрăк юрăçисен «Дебют» конкурсра И.Егорова лауреат дипломне тивĕçнĕ. Чăваш телевиденийĕ ирттерекен ача-пăчасем хушшинче чăваш юррисен «Мехел» конкурсра та палăрнă пирĕн ентешсем. Арапуçĕнчи М.Николаева «Соло» номинацире çĕнтерсе малалла ăмăртма тивĕç пулнă. Çывăх вăхăтра ăна телевиденипе те курса савăнма пуласса шанас килет. Нумаях пулмасть Куславккара Аслă Отечественнăй вăрçăри çĕнтерÿ тунине халалласа иртнĕ «Алăка уçрăм та ай тайăлтăм» республикăри фестиваль конкурса «Парне» тата «Сарнар» фольклор ансамблĕсем (ертсе пыраканĕсем: Л.Волоснова, В.Гаврилова) хутшăнчĕç, çитĕнÿ туса таврăнчĕç.



28 марта 2009
00:00
Поделиться