Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РЕСПУБЛИКА КУННЕ ТĔПЛĔН ХАТĔРЛЕНЕÇÇĔ

Кăçал пирĕн районта Республика кунне ирттерме йышăнни ăна тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе кашни руководитель умнех пысăк яваплăх кăларса тăратать. Çакна районти почтамта ертсе пыракансем те тĕрĕс ăнланаççĕ.

- Республика кунĕ паянхи пекех çывхарса çитет. Территорие тирпей-илем кĕртес, почтамт çуртне юсаса хитрелетес енĕпе пурнăçламалли ĕçсем нумай. Халĕ акă почтамт çурчĕ умĕнчи тавралăха илемсĕрлетекен йывăçсене касса пăрахрăмăр Кунта тивĕçлĕ йĕрке тумалла пирĕн. Почтăна килекен клиентсем илемлĕхпе киленме пултарччăр, - тет районти почтамт начальникĕ Сергей Иванович Риманов.



28 марта 2009
00:00
Поделиться