Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе кÿлĕнме вăхăт

Сарă хĕвелĕ çÿлерен те çÿле хăпарать, хăйĕн ăшă пайăркисене çĕр çине ытларах та ытларах сапалать. Кĕçех юр та кайса пĕтĕ, пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ поселокра пурăнакансене районти Культура çуртне «Вăрмар поселокне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем» ыйтăва сÿтсе явма йыхравларĕ. Халăх йышлах пухăнмарĕ пулин те, чи кирлĕ ыйтусене хускатрĕç вĕсем. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, граждансен пухăвне уçса, чи малтанах Республика кунне хатĕрленсе хута яма палăртнă объектсене - чукун çул вокзалне, физкультурăпа сывлăх комплексне, историпе краеведени музейне тăвас ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Укçа-тенкĕ енчен ку енĕпе йывăрлăхсем тухса тăни, çавăнпа та пурин те пĕрле çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Поселока тата ялсене тирпей-илем кĕртесси, санитарипе экологи ыйтăвĕсем, çул-йĕрсене йĕркеллĕ тытса тăрасси тата çĕнĕрен тăвасси, паха шывпа тивĕçтересси кашни хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. «Влаçăн пур шайĕнчи руководительтен пуçласа кашни çын таранах пĕр-пĕрне ăнланса, вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемелле, кам кунта çуралса ÿснĕ, ачасем çитĕнтерет, вĕсем пурте хăйсен пĕчĕк çĕршывне юратаççĕ пулсан уншăн тăрăшма тивĕç», - терĕ Вячеслав Николаевич.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе, умри тĕллевпе паллаштарчĕ.

Поселокра саккунлăхпа обществăлла йĕркелĕхе сыхласси мĕнле шайра пулни çинчен милицин участокри аслă уполномоченнăйĕ А.Фирсов каласа пачĕ.

Пухура тухса калаçнă Н.Борисов, Е.Федотова, В.Миронов, С.Петров, Л.Щербинина , М.Ильина, А.Ахвандеров, В.Мадянов, Л.Никифорова хăйсене пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç, çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнма ыйтрĕç.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов ыйтусем çине хуравларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл поселока тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурте пĕрле çине тăрса ĕçлемелли, субботниксем ирттермелли, йывăçсем лартмалли, ирĕкре çÿрекен йытăсене тытмалли, качака тытакансенчен çирĕп ыйтмалли, çÿп-çапа пухма хушма контейнерсем уйăрса пама пулни тата ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çакăн пек пухусене малашне урамсем тăрăх ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ.



01 апреля 2009
00:00
Поделиться