Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ак çак урам вăл, ак çакă çурт...

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ирттериччен çулталăк çурă ытла пулин те, ăна йĕркелесе ирттерсе ярас тĕлĕшпе районта нумай ĕç туса ирттереççĕ. Нумаях пулмасть райадминистрацинче çак енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕн заместителĕ, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов уçса ертсе пычĕ. Çырава хатĕрленсе кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче туса ирттернĕ ĕçсемпе Чăвашстатăн районти ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Г.Петрова паллаштарчĕ. Хула, ял тăрăхĕсенче адрессен инвентаризацине вĕçлени, 26 ялта çитменлĕхсем тупса палăртни, вĕсене çывăх вăхăтрах пĕтермелли çинчен каларĕ.

- Муниципаллă пĕрлĕхсен бюджетĕнче çак ĕçсене туса ирттерме укçа хывса хăварнă, çавăнпа та вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулмалла мар, - терĕ вăл.

Урам ячĕсен вывескисене, аншлагсене, çуртсен номерĕсене çĕнетес, çук çĕрте çĕнĕрен çырса çакасси мĕнле пурнăçланнипе Вăрмар хула тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Дмитриева тата Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов тĕплĕн паллаштарчĕç.

Вăрмар поселокĕнчи урам ячĕсен аншлагĕсене çырма панă ĕнтĕ. Нумай хваттерлĕ вăл е ку çурта шыраса тупма çăмăлтарах пултăр тесе вĕсем çинче кашни çурт номерĕпе пĕрлех урам ячĕ те пулĕ. Поселокра пĕтĕмпе 62 урам шутланать, анчах тăххăрăшĕн ячĕсене çырса вырнаçтарнă аншлагсем çук. Çакăн пек «ятсăр» урамсем ытларах çĕнĕ микрорайонсенче. Çырав умĕн вĕсем пурте хăйсен ятне тивĕçлипех «тупĕç».

Арапуç ял тăрăхĕнче 41 урам, 800 яхăн хуçалăх. Республика кунĕччен пурин çинче те çĕнĕ нумераци пулĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ Кавал, Арапуç ялĕсен çумĕнчи çул çинче, администраци çурчĕ çинче çĕнĕ вывескăсем пулĕç. Çакна туса ирттерме бюджетран 36 пин те 914 тенкĕ укçа тăкакланă. Урам ячĕсем пур çĕрте те икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла пулĕç. Халĕ пур хула, ял тăрăхĕсенче те Федераллă миграци службин управленийĕн районти ĕçченĕсем халăха шута илес енĕпе ĕçлеççĕ. Суйлав пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парас тĕлĕшпе 22 стенд туса хатĕрленĕ.

Юлашкинчен ларăва хутшăннисем пĕр сасăллă пулса Е.Михайлована çырав комиссийĕн членĕ пулма суйларĕç.



01 апреля 2009
00:00
Поделиться