Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ĔÇЛЕВ СЫХЛАВĔН УЙĂХЛĂХĔ

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районта ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать. Унăн тĕллевĕ - ĕç паракансене тата ĕçлекенсене ĕçлев сыхлавĕн ыйтăвĕсене тимлеттересси, производствăра суранланассинчен тата профессиллĕ чирсем пуçланассинчен сыхланасси, организацисенче ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе лайăх ĕç опычĕсене пропагандăласси. Çак тапхăрта предприятисемпе организацисенче саккунсемпе нормăсене пăхăннине тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕсем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех районта семинарсем, куравсем, «Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунĕ» темăпа канашлу ирттерме палăртнă. Уйăхлăх итогĕсене ĕçлев сыхлавĕн координаци канашĕ пĕтĕмлетет.



08 апреля 2009
00:00
Поделиться