Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ИЛЕМПЕ КУÇА ИЛĔРТЧĔР

Экологи хăрушсăрлăхĕ тата районти поселокпа ялсене санитари тĕлĕшĕнчен лайăхлатас енĕпе район пуçлăхĕ Хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ялсене санитари тĕлĕшĕнчен тасатас енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрлемелле. Кăçал ял территорийĕсенче санитарипе экологи тата йывăçсем лартмалли уйăхлăхсем ирттерессине йĕркелемелле. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ведомствăсен, предприятисемпе организацисен, вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсене ялсене тирпей-илем кĕртес, çырма-çатрасене йывăçсем лартас енĕпе ирттерекен субботниксене районти халăха, вĕренекенсене тата ытти çынсене анлăн явăçтарма хушнă. Санитарипе экологи мероприятийĕсем йĕркелес тĕлĕшпе организациллĕ комисси çирĕплетнĕ. Вăл ялсенче санитари шайне мĕнле тытса пынине тĕрĕслесех тăрĕ.



08 апреля 2009
00:00
Поделиться