Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕн ĕçне малалла тăсать

Атайкассинче «ВЕХА» хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркеленĕренпе кăçал 18 çул çитрĕ. Малтан тĕш тырă культурисене 30 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан, халĕ Егоровсен усă куракан çĕр лаптăкĕ 100 гектар.

1991 çулта 30 гектар çĕр çинче пĕрремĕш хут хăйсен вăйĕпе тĕш тырă акса пысăк тухăç илнĕ. Хуçалăха йĕркелекенсем - Лидия Ивановнапа Александр Хрисанович Егоровсем. Питех те шел, çемье пуçлăхĕн пурнăç çулĕ кĕске пулчĕ. Александр Хрисанович çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Анчах та мăшăрĕ - Лидия Ивановна пысăк çухату тÿсрĕ пулин те, хуçăлса ÿкмерĕ. Унăн пархатарлă ĕçне малалла тăсрĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ÿссе çитĕнчĕç ĕнтĕ. Руслан ывăлĕ аслă пĕлÿ илчĕ, Оля хĕрĕ кăçал вĕренсе пĕтерет. Вĕсем амăшне тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.

2006 çулта Руслан ывăлĕ Чăваш ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтерчĕ, инженер дипломне алла илчĕ. Тăван яла таврăнса хуçалăхри ĕçе кÿлĕнчĕ, вăл амăшне пулăшаканĕ.

Иртнĕ çул Егоровсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 30,6 центнер туса илнĕ. Çĕр улми тухăçĕ те аван пулнă. Пысăк тухăçлă ял хуçалăх культурисем çитĕнтернĕшĕн, АПК аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

- Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă пире татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Атте пуçланă пархатарлă ĕçе малалла тăсса эпир умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн хамăрăн мĕн пур пĕлĕве, вăй-хала паратпăр, - тет Руслан Александрович.

Кăçал вĕсем 94 гектар çине тулăпа урпа акса хăвараççĕ. Ыттине нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ.

Çур акинче акма паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, пурте кондициллĕ. Хĕрÿ ĕççине МТЗ-82 тракторсем - иккĕ, Т-74 трактор пĕрре хушăнаççĕ. ГАЗ-53 автомашина пур. Кăкарса ĕçлемелли техника та йĕркеллĕ. Вĕсем пурте юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе удобренисене çитес кунсенчех кÿрсе килме палăртнă. Хуçалăхра пахча çимĕçе тата çĕр улмие упрама хранилище тунă. Кишĕр, кăшман, купăста, çĕр улми унта йĕркеллех хĕл каçаççĕ.

Егоровсем выльăх-чĕрлĕх те йышлăн усраççĕ. Хуçалăхра 3 ĕне, 2 вăкăр, тына пăрусем 3. «Ландрас» ăратлă сысна амисем 5, аçи 1 пуç. Вĕсене çăвăрлаттарса та тупăш илме тăрăшаççĕ.



11 апреля 2009
00:00
Поделиться