Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăхсен чĕлхине пĕлет тейĕн

Çур аки çывхарнă май ялта пурăнаканăн ларса-канма та вăхăт сахалланать. Пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Кавал ял тăрăхĕнче малтанхи пек хуçалăхăн ĕçĕ кĕрлесе тăмасть пулин те кунти халăх ĕçсĕр лармасть. Кам мĕн тума пултарать çавăн пек майлаштарать. Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усрать. Вĕсен выльăхĕсене пăхса тăма районти ветеринари станцийĕ кашни ял тăрăхĕсенчех ятарласа ветеринари работникĕсем тытать. Акă Кавал ял тăрăхĕнчи И.Огурцова ветврач хăйĕн участокĕнчи ялсенчи кашни киле çитсе прививка тăвать: чăхсене - грипран, йытăсене - уртаракан чиртен, лаша, ĕне, качака, сурăхсене çĕпĕр язвинчен. Выльăх-чĕрлĕх те этем пекех тĕрлĕ чирсемпе чирлет, çавăнпа та вĕсемпе тимлĕ пулмалла. И.Огурцова вара Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакан халăхшăн яланах кĕтнĕ çын. Пурин патне те çитмелле, пурне те тĕрлĕ енлĕ пулăшу кирлĕ. Унăн ĕçри опычĕ çав тери пысăк, пĕр ĕçре те ÿркенсе тăмасть. Хуть те хăш вăхăтра та выльăхсене пулăшма яланах хатĕр вăл.



11 апреля 2009
00:00
Поделиться