Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районăн 2008 çулхи аталанăвĕ

Вĕрентÿ

Вĕрентÿ системинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем - 21, шкул çулне çитмен учрежденисем -7.

Хальхи вăхăтра 21 шкулта 3020 ача вĕренет. 11 тĕп, вăтам шкулсем - 6, пуçламăш шкулсем - 4, вĕсенчен 3-шĕ - «пуçламăш шкул - ача сачĕ». Вĕсенче 349 педагог ĕçлет.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче, 2007 çулхипе танлаштарсан, ачасен хисепĕ - 245, педагогсен 30 чакнă.

2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕ хута кайнă.

Районти 34 ялтан ачасене 10 шкул автобусĕпе (18 рейс) турттараççĕ.

Вĕрентÿ системинчи чи пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсенчен пĕри вăл - пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн эксперименчĕ. Вăл вĕренÿ шайне ÿстерме, шкул пĕтерекенсене аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме майсем ытларах туса парать.

2008 çулта районĕпе 292 ачаран 164-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ (çакă 56,1 процентпа танлашать). Професси училищисенче - 38, ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче 68 вĕренекен пĕлĕве малалла тăсаççĕ.

Кашни çулах 8-11 классенче вĕренекенсемпе 24 предметпа олимпиадăсем ирттереççĕ.

Шкулсем вĕренÿре кирлĕ хальхи йышши техникăпа пуянлансах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 8,8 вĕренекене 1 компьютер тивет, 21 шкула Интернетпа çыхăнтарнă.

Сывлăха сыхлас ĕç

Районти тĕп больницăра 9 профильпе талăкĕпех ĕçлекен 111 койка. Поликлиника çумĕнчи кăнтăрлахи стационарта 42 койка-вырăн. Талăкĕпех ĕçлекен койкăсем 2008 çулта 33 чакнă. 10 пин çын пуçне 40,3 койка тивет. Районти поликлиника сменăра 375 çын йышăнать.

Арапуç, Пысăк Енккасси, Кавал ялĕсенче тата Вăрмар поселокĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем пур. 2009 çулта Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçма палăртнă. Участоксенчи службăра 4 врач-терапевт тата 5 врач-педиатр ĕçлеççĕ. Çынсене 27 врач-специалистсем 14 профильпе йышăнаççĕ.

2008 çулта амбулаторипе поликлиникăра 28 врач хушма эмелесемпе тивĕçтермелли программăна хутшăннипе çулталăк хушшинче чирлисене 6267516 тенкĕлĕх эмелсемпе тивĕçтернĕ. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем пурĕ 20.

Районти сывлăх сыхлавĕнче 48 врач тата 208 вăтам медицина ĕçченĕсем вăй хураççĕ.

«Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçласа района медицина оборудованийĕ тата эмелсем туянма укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене тата ыттисене те патшалăх енчен пысăк пулăшу панă. Ĕçлекен 366 çын диспансеризаци тухнă.

Культура

Районта клуб учрежденийĕсем 44 шутланаççĕ, çав шутран муниципаллă культура учрежденийĕсем - 7, ялти культура çурчĕсем - 26, ялти клубсем - 10, куçса çÿрекен клуб учрежденийĕ - 1. Унсăр пуçне халăх историпе краеведени музейĕ тата Арапуçĕнче унăн филиалĕ пур.

Вăрмар поселокĕнче тĕп библиотека, ача-пăча библиотеки тата ялсенче 19 библиотека вырнаçнă. Библиотекăсене компьютер техникипе, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсемпе тата ыттипе тивĕçтернĕ, 16 библиотекăна Интернетпа çыхăнтарнă. Ачасен районти искусство шкулĕн филиалĕсене Арапуçĕнче, Шăхальте, Мăнçырмара уçнă. Тĕрлĕ уйрăмсенче 218 ача вĕренеççĕ. Вĕсенче 27 преподаватель ĕçлеççĕ, 21-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ.

Физкультурăпа спорт

Район территорийĕнче икĕ спорт шкулĕ, вĕсене 726 ачапа çамрăк çÿрет. Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Кавал, Чулкас, Энĕшпуç, Чупай, Пысăк Енккасси, Аслă Чак, Урнар, Пинер ялĕсенче филиалсем пур.

2008 çулта пирĕн тăрăхра район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене 61 ирттернĕ. Спортпа массăллă мероприятисем ирттерме 492,2 пин тенкĕ тăкакланă. Спортăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 467,41 пин тенкĕлĕх инвентарь туяннă.

Социаллă хÿтлĕх

Хальхи вăхăтра районта 7312 пенсионер пурăнать. Çав шутра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 85, вĕсенчен 28-шĕ инвалидсем, тыл ĕçченĕсем - 845, ĕç ветеранĕсем - 3436, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсем - 29, вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмĕсем - 263, вăрçăсене хутшăннă ветерансем - 239, реабилитациленисем 16 шутланаççĕ.

Пур категорири инвалидсем - 1820, инвалид ачасем - 97.

«Раççей хисеплĕ донорĕ», «СССР хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ 46 çынна пĕлтĕр 348,1 пин тенкĕ тÿленĕ.

166 ватă çынна 157 социаллă работник пăхса тăрать. Ветерансен çурчĕсенче пурĕ 37 çын пурăнать.




15 апреля 2009
00:00
Поделиться