Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрлехи информаци кунĕнчен

Пĕрлехи информаци кунĕнче республикăран килсе çитнĕ информаци ушкăнĕ районти халăхпа тĕл пулнă. Республикăра РФ Правительствин кризиспа кĕрешмелли мерăсен программине пурнăçлас, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес, хулапа ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес, масарсене тасатас, йывăç лартас, экологипе санитари субботникĕсене йĕркелес, çул-йĕрсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарнă тата сÿтсе явнă.

Районта ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.Мидуков ертсе пыракан республикăри информаци ушкăнĕ ĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче: ЧР Культура министрĕн çумĕ Т.Казакова, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов. Вĕсем район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа палăртнă ыйтусене сÿтсе явнă, унтан Вăрмар поселокĕнчи историпе краеведени музейне хăпартнă çĕре çитсе курнă, хула-ял тăрăхĕсене тухса кайнă.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов тата ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.Мидуков Энĕшпуç ял тăрăхне çитсе курчĕç. Республика кунĕ валли уçăлакан пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕç. Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче республика, район умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕç, 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă тĕллевлĕ программăсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех Энĕшпуçсене тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусене те хускатрĕç, туллин хуравсем пачĕç.



18 апреля 2009
00:00
Поделиться