Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патшалăх инспекторĕ

Районти пысăках мар Карăкçырма ялĕнчен аслă пĕлÿ илнĕ çынсем сахал мар тухнă. Вĕсен хушшинче учительсем, инженерсем, агрономсем, врачсем, писательсемпе спортсменсем тата ытти професси çыннисем пур. Пурте вĕсем малтан Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Вячеслав Михайлович Александров та кунтах вĕреннĕ. Шкулта ăс пухнă хыççăн часах унăн Совет Çарне кайма черет çитет. Чехословаки çĕршывĕнчи икĕ çул питех те хăвăрт иртет. Акă вăл демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Салтакран ăс-хакăл тата вăй-хал енчен çирĕпленсе таврăннă каччă малашнехи пурнăç çинчен шухăшлать. «Ăçта вĕренмелле, мĕнле специальность илмелле?» çак шухăш канăç паман ăна. Пĕлет-ха вăл, унăн тăванĕсенчен 15-шĕ ветеринари врачĕн специальноçне илнĕ. Апла пулсан манăн та вĕсем пек пулмалла, халăхшăн пархатарлă ĕç тумалла. Çапла вара тăван XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхоз направленийĕпе Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕрет. 1984 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла ветеринари врачĕн дипломне илет. Часах институтра илнĕ пĕлÿпе практикăра тăван хуçалăхра анлăн усă курма тытăнать. Тĕп ветеринари врачĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕхшĕн тăрăшнипе пĕрлех ял халăхĕсен выльăхĕсене пăхса тăрасси çине тимлĕх уйăрать. Пултаруллă специалиста пуçлăха лартаççĕ, 15 çул ытла «Яниковское» совхоз директорĕнче тăрăшать. Пурнăç малалла шунă май, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсе пымаллине туйса илет. 1994-1996 çулсенче Мускаври социаллă университетăн юридици факультетĕнче вĕренсе диплом илет. Хăй хыççăн хуçалăх тилхепине инвестора парса хăварать.

2005 çулхи октябрьте ăна «Россельхознадзор» федераллă службăн Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари надзорĕн патшалăх инспекторне куçараççĕ. Мĕн паян кунчченех Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсемпе патшалăх инспекторĕнче вăй хурать. Унăн ĕçĕ яваплă та нумай енлĕ. Тĕп задачăсенчен пĕри - халăха пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе тивĕçтересси. Çавна май вĕсем выльăхсем усракан хуçалăхсенче, пасарсемпе магазинсенче пулса выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене мĕнле упранине, ветеринари аптекисенче эмелсене епле условисенче тытса тăнине тĕрĕслесех тăраççĕ, йĕркене пăсакансем пирки административлă мерăсем йышăнаççĕ. Ытти республикăсенчен кÿрсе килекен продукцисен пахалăхне сăнаса тăрасси е чир-чĕртен сыхланас енĕпе асăрхануллă пуласси те вĕсен тивĕçĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн «Россельхознадзорăн» республикăри Управленийĕн Программи тăрăх ĕçлесе пыраççĕ.

- Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçласа пырать, патшалăх интересĕсене çÿллĕ вырăна хурать, - терĕ «Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Иван Егорович Дмитриев Вячеслав Александров ĕç-хĕлне хак пама ыйтсан. Александровсене Пысăк Енккассинче хисеплеççĕ. Мăшăрĕ - Римма Васильевна Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче медицина сестринче тăрăшулăх кăтартать. Виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем. Асли - Миша Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне, унтан аспирантура вĕренсе пĕтернĕ. Кандидат диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленет. Университетрах экономика факультетĕнче декан заместителĕнче вăй хурать. Ирина хĕр ачи çак университетах хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, халĕ Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пĕлĕве малалла ÿстерет. Чи кĕçĕнни Маша халĕ иккĕмĕш класа çÿрет.

Çак кунсенче 50 çула çитнине паллă тăвакан В.Александров хăйне телейлĕ тесе шутлать. Унăн пурте пур: юратнă мăшăрĕ, амăшĕ, ачисем, сывлăх, чун туртнă ĕç, пĕр шухăшлă ĕçтешсем, кил-хуçалăх, тăвансем, туссем....



18 апреля 2009
00:00
Поделиться