Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплă тапхăр çитрĕ

Умра - çур аки. Кĕçех уй-хир хăватлă тракторсен шавĕпе тулĕ. Хĕрÿ ĕççине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерме районти хуçалăхсем епле хатĕрленнĕ-ха? Пирĕн корреспондент А. ХОВАНСКИЙ район пуçлăхĕн заместителĕпе, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕпе Л. ПЕТРОВПА тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Леонид Иванович, çур аки алăкран шаккать, ĕçсен калăпăшĕпе паллаштарсан аванччĕ.

- Çур аки пуçланчĕ те ĕнтĕ. Хуçалăхсенче кĕр тыррисен калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ, акмалли вăрлăхсене имçамлаççĕ, çĕр улми вăрлăхĕсене яровизацилеме кăлараççĕ. Кăçал çурхи культурăсене пур йышши хуçалăхсенче пурĕ 17921 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Çав шутран, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 12078 гектар, çĕр улми - 3882, пахча çимĕç - 478. Выльăх апачлĕх культурăсем 10134 гектар йышăнмалла. Культурăсемпе илес пулсан, урпа - 7242, тулă - 4321, сĕлĕ - 305, хуратул - 50, пăрçа - 30, вика - 65, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи 54 гектар çине акса хăварма пăхнă.

Акса - лартса тăвакан мĕн пур лаптăк 30954 гектар пулмалла, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 115 процент. Хĕрÿ ĕççине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме коллективлă тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 219 трактор, груз турттаракан 96 автомашина, 102 сеялка, 170 культиваторпа дисклă сÿресем пур. Вĕсен 90 проценчĕ юсавлă.

Ĕç вăйĕпе тивĕçтерес енĕпе хуçалăхсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать. 192 рабочипе специалистсене виçĕ уйăхлăха хуçалăхсене пулăшма яраççĕ. Çав шутран «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине тата «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăна - 32-шер, «Шигали» хуçалăхпа «Ресурсы» агрофирма» уçă акционерлă обществăна - 18-шар, «Арабоси» агрофирмăпа «Шоркистринский» производство кооперативне 9-шар çын килеççĕ.

Вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, минераллă удобренисем енĕпе илес пулсан, лару-тăру еплерех;

- Хуçалăхсенче вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Мĕн пур вăрлăхăн 95 проценчĕ ытла кондициллĕ. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики (тулăпа урпа вăрлăхĕ 185 тонна), «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ (30 тонна тулă) тата ытти хăшĕ-пĕрисем те элитлă вăрлăхсем туяннă.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме районĕпе 178 тонна дизель топливи, 58 тонна бензин кирлĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсене 143 тата 25 тонна хатĕрленĕ. Хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли материалсене патшалăх паракан кредит шучĕпе туянаççĕ. Ку енĕпе «Арабоси» агрофирма, «Шигали» хуçалăх, «Сапаркин А.Г.», «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхсем кредит чылай илчĕç.

Тыр-пул тухăçне ÿстернĕ çĕрте минераллă удобренисемпе туллин усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул кашни гектар çĕр çине 42 килограмм минераллă удобрени хывнă пулсан, кăçал ăна 100 килограмран кая мар хывмалла. Паянхи кун хуçалăхсем 1796 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ.

- Районти усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

- Юлашки виçĕ çул хушшинче усăсăр выртакан 7000 гектар ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав шутран, 4666 пин гектарне иртнĕ çул. «Арабоси» агрофирма Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Чулкас, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенчи усă курман 2042 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртме пултарчĕ. «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Мăнçырма тата Кĕтеснер ял тăрăхĕсен 650 гектар, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики Кавал ял тăрăхĕн 389 гектар çĕрĕ çинче тыр-пул çитĕнтереççĕ.

Кăçал ку ĕçе пирĕн малалла тăсмалла. Кавал, Пысăк Енккасси, Пинер, Чулкас тата Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче усă курман çĕрсем тата 5227 гектар юлнă. Икĕ çул хушшинче вĕсене пурне те ĕçе кĕртмелле. Кăçалах 2875 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртме тăрăшмалла. Çак ĕçсене пурнăçлама район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сахал мар уйăрма палăртнă.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пирĕн умра пысăк задачăсем тăраççĕ: республикипе миллионшар тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле. Çавна май тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акмалли лаптăка 19 пин гектара яхăн çитермелле. 2015 çул тĕлне мĕн пур йышши хуçалăхсенче 47,5 пин тоннăран кая мар тĕш тырă, 2011 çул тĕлне 67 пин тоннăран кая мар çĕр улми туса илмелле.

Пурте пĕрле çине тăрса ĕçлесен умри тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр.



18 апреля 2009
00:00
Поделиться