Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăмăла типтерлĕх çĕклет...

Кашни çулах ЧР Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кĕркунне тата çуркунне халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес, çÿп-çапран тасатас тата йывăçсем лартас енĕпе уйăхлăх иртет. Пирĕн районта пурăнакансем те çак ĕçрен нихăçан та айккинче тăрса юлмаççĕ. Экологи хăрушсăрлăхĕ тата районти поселокпа ялсене санитари тĕлĕшĕнчен лайăхлатас енĕпе район пуçлăхĕ Хушу кăларнă.

Хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем санитари тĕлĕшĕнчен тасатас енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ, пурнăçа кĕртме тытăннă.

Вăрмар поселокĕ. Поселок хăтлăхĕ - урамсен, парксен хăтлăхĕнче. Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов поселокра тирпей-илем кĕртесси çинчен йышăннă постановленийĕнче: «Тасалăхпа тирпейлĕх ытларах укçа уйăрнинчен мар, тăван тавралăха чăнласах юратнинчен, хамăра хамăр хисепленинчен килет», - тесе палăртнă. Апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, шкулта вĕренекенсем хăйсен территорийĕсене тасатас енĕпе ирттерекен экологи субботникĕсене активлă хутшăнма тытăнчĕç. Акă хула тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ, культура ĕçченĕсем Культурăпа кану центрĕ, Спорт çуртĕнче ĕçлекенсем хăйсен çурчĕ тавра тирпей-илем кĕртрĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕсем пĕлтĕрхи çулçăсене пуçтарнисĕр пуçне редакци çурчĕ тавра хăрнă тĕмсене касса тирпейлерĕç. Районти почтамт çурчĕ те халĕ аякранах курăнса ларать - ун умĕнче хальччен ÿснĕ армак-чармак вĕренесем çук ĕнтĕ кунта. Хăшĕ-пĕри йывăçсене касни пирки сиввĕн калаçма та пултарĕ, анчах тĕлли-паллисĕр ÿсекен, ватăлнă йывăçсем никам куçне те илем кÿмеççĕ. Пачах урăхла, ватă йывăçсем çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх та кăларса тăратаççĕ: пĕр-пĕр турат иртен-çÿрен çине е свет провочĕсем çине ÿкес пулсассăн инкек курасси те аякра мар.

Тахçантанпах районти Кану паркĕнчи тирпей кĕртес ĕçе шкул ачисем пурнăçласа пынă тени пĕрре те йăнăш пулас çук. Кăçал та вĕсем алла кĕрепле, шăпăрсем тытса кунтах тухрĕç. Райадминистрацинче, тĕп больницăра, коммуналлă хуçалăхра, газ участокĕнче, ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем те хăйсен тÿпине хыврĕç. Пысăк йышпа темле пысăк ĕç те тума пулать. Халăхра авалтан «Йышлă пасар тупăшлă» тенĕ. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ, тупри укçа-тенкĕ мар - вĕсем пуçтарнă хыççăн хитрен курăнакан лаптăксем пулчĕç.

Вăрмар сăнĕ - чи малтанах «Арбат» урамĕ. Юр кайсанах килпетсĕр курăнатчĕ вăл. Ÿркенмерĕç, тухрĕç тирпей-илем кĕртме кунта «пурăнакансем» - тĕрлĕ учрежденисемпе суту-илÿре ĕçлекенсем. Халĕ пăхма кăмăллă, чун савăнать.

Кавал ял тăрăхĕ. Тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ирттерекен уйăхлăха хутшăнса Кавал ял администрацийĕ тăрăшнипе нумай ĕç туса ирттерме ĕлкĕрчĕç.

Ял администрацийĕнче тата культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем субботник ирттерчĕç. Вĕсем культура çурчĕ тавра, унти çулсене тирпей-илем кĕртрĕç, çÿп-çапран тасатрĕç. Тепĕр субботникне шкул ачисем те активлă хутшăнчĕç. 8-мĕш класс ачисем хăйсен класс ертÿçи И.Степанова ертсе пынипе тăрăшса ĕçлерĕç. Уйрăмах Н.Таратина, М.Кохнурова, В.Кудряшов, А.Николаева, А.Прокопьева тата ыттисем тăрăшулăх кăтартрĕç. Вĕсем Кавалти Ленин урамне тата ытти урамсене шăлса тасатрĕç. Вăрмара тата ытти ялсене каякан çулсене тирпейлерĕç. Çÿп-çапа турттарса тăма Кивĕ Вăрмар хуçалăхĕ трактор уйăрса панă. Кавал округĕпе район депутачĕ пулма суйланă Кивĕ Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров Кавал ялне тирпей-илем кĕртме чăннипех те пулăшать. Вăл урамсене тасатма çеç мар, çул-йĕрсене юсама, çÿп-çапсене турттарма техника уйăрса парать. Хĕлле вара ял урамĕсене юртан тасатса тăраççĕ.

Республика кунĕ Вăрмар районĕнче иртнĕ май пирĕн, ялта пурăнакансен, хамăр ялсене тирпей-илем кĕртме хамăрăнах тăрăшмалла, такам килсе туса парасса кĕтмелле мар. Ялсенче пурăнакансен хăйсен кил умĕсене, урамсене таса тытмалла.

Кавал ял тăрăхĕн ытти ялĕсенче те субботниксем йĕркелеççĕ. Сăмахран, Çиçтĕпе ялĕнче клуб заведующийĕ С.Андреева ертсе пынипе ял урамĕсене, çулсене тасатнă. Çывăх вăхăтрах çырма-çатрасене тасатмалла. Вĕсем пирĕн ялсенче чылай. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне кашни ялтах палăксене йĕркене кĕртмелле. Ял администрацийĕ хăмасем, сăрăсем хатĕрлесе хунă. Кавал ялĕнчи вăрçăра вилнĕ воинсене чысласа лартнă палăк йĕри-тавра тытнă карта-шиттисене юсаса пĕтернĕ, вĕсене çĕнĕрен сăрласа илем кĕртмелле.

Пире çакă тĕлĕнтерет: эпир пурте тăван çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă воинсене манмастпăр, вĕсене асра тытатпăр, палăксем лартатпăр. Кавалта вара çак палăк йĕри-тавра йывăçсем ешереççĕ, сад-пахчи тавра карта тытнă, ăна кашни çулах çĕнĕрен сăрласа илемлетеççĕ. Анчах çак шитти хăмисене такам хуçса-ватса çÿрет. Паллă ĕнтĕ, çак тискер ĕçе ним тума аптăранă çамрăксем тăваççĕ. Вĕсене тупса палăртса тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Кавал ялĕ ĕлĕкхи пекех чаплă та паллă ял пултăр. Хамăр ял чапĕшĕн, илемĕшĕн хамăрăн тăрăшмалла, ĕçлемелле.

Шăхаль ял тăрăхĕ. Шăхальте тума палăртнă Кану паркĕн вырăнне, урамсене, çырмасене, масарсене тасатнă çак кунсенче кунта пурăнакансем. Ял тăрăхĕн администрацийĕ «Шигали» хуçалăхпа килĕшÿ туса ятарлă бульдозерпа урамсене якатма пуçланă.

Чулкас ял тăрăхĕ. Администраци пуçарнипе апрелĕн 11-мĕшĕнче Чулкасри Шоссейная урамра пурăнакансем хĕл каçа «ÿссе» ларнă çÿп-çап купине «пĕтернĕ». Апрелĕн 12-мĕшĕнче Кивĕ Мăнтăрта пурăнакансем ял масарĕнче тата унăн тавра тирпейленĕ. Çак сăваплă ĕçе 40 çын таран хутшăннă. Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чулкасри чиркÿ енче пурăнакансем çырмари ăпăр-тапăра пухнă. Тирпей-илем кĕртме районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансене те явăçтарнă.

Мăнçырма ял тăрăхĕ. Шыв-шур типнĕ хыççăнах ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркеленипе урамсенчи тумхахсене грейдерпа якатма тытăннă. Техникăна «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен (фермер) хуçалăхĕ уйăрса панă. Унпа пĕрлех çÿп-çапран тасатас ĕç те малалла пырать.



22 апреля 2009
00:00
Поделиться