Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах сыхăра

Пушар хуралĕнче тăракансен çар çыннисенни пекех яланах хатĕр пулмалла. Çавăнпа ĕнтĕ пушар чаçĕнче çулăма хирĕç кĕрешес ăсталăха туптасах тăраççĕ - вĕрентÿсем ирттереççĕ. «Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче, çулăм алхасма пуçланă. Вăл ваннăй пулĕмĕнче утюг шнурне розеткăран кăларса хăварманран сиксе тухнă иккен. Ăна çийĕнчех асăрханă, пушар хуралне пĕлтернĕ. Çулăмпа кĕрешекенсем çитнĕ çĕре ваттисен çурчĕн персоналĕ кунта хÿтĕ тупнă пур çынна та хăрушăсăр çĕре кăларма ĕлкĕрнĕ, хăйсен вăйĕпе «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме пуçланă. Пушарниксем вăхăтра çитсе вут-çулăма çийĕнчех сÿнтернĕ». Мартăн 24-мĕшĕнче çакăн пек сценарипе иртнĕ пушар чаçĕн черетлĕ вĕренĕвĕ.

Вĕрентÿ планĕпе район хаçат редакцийĕн иккĕмĕш хутĕнче инкек сиксе тухнă. Редакци сотрудникĕсем çийĕнчех систернипе ку хутĕнче те пушарниксем вăхăтра çитсе çулăма сарăлма паман. Вĕренĕве сÿтсе явнă хыççăн тренировкăна хутшăннисен ĕçне «лайăх» паллăпа хакланă.

Çакна каласа хăвармалла - кашни сотрудникăнах ĕç вырăнĕнче пушар инкекĕ сиксе тухас пулсан мĕн тумаллине, ăçта шăнкăравламаллине, огнетушительсемпе тата ытти пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе усă курма пĕлмелле. Çак икĕ вĕренÿ вăхăтĕнче те «инкек тÿснисем» хăйсенчен килнине пĕлсе пурнăçланине палăртнă.



22 апреля 2009
00:00
Поделиться