Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Асăрханăр: эрех ...

Юлашки сăнавсем Раççейре кашни çын çулталăкра 9-12 литр алкоголь ĕçнине çирĕплетеççĕ. Алкоголизмпа чирлисен йышĕ кунсеренех ÿссе пырать. Тĕрĕссипе, ĕçкĕ шайне çитнĕ этем эрех-сăрасăр пурăнма пултараймасть, çав вăхăтрах хăйĕн çывăх çынни ăна хăрушă инкекрен хăтарма тăрăшнине йышăнмасть, сывлăхпа мĕн пулса иртнине тĕрĕс хаклаймасть. Çавăнпа пĕрлех эрехпе иртĕхни ĕçекен çыннăн сывлăхне кăна мар, ыттисен - ачисен, арăмĕн, тус-юлташĕсен сывлăхне те сиен кÿрет.

Çавăнпа та пирĕн, тухтăрсен, эрех-сăра сиенĕ çинчен тăтăш аса илтерме тивет. Ан манăр: алкоголе пула пур орган та сиенленет. Чи малтан - пĕвер. Пĕвер циррозĕ - 25 çултан пуçласа 64 çула çитичченхи çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнин пилĕк сăлтавĕнчен пĕри. Ĕçекенсем чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсемпе ĕçменнисемпе танлаштарсан 2,5 хут ытларах чирлеççĕ. Миокард инфаркчĕ вĕсен анлăрах, йывăртарах пулнине тахçанах çирĕплетнĕ. Çакна пулах 30-50 çулсенчи çынсен пурнăçĕ те тăтăшрах татăлать.

Алкоголь шĕвекĕсем пуç мимине те сиенлеççĕ. Çыннăн йĕркеллĕ тытнине асăрхаса тăракан центрсен витĕмĕ чакать, чи сĕмсĕр те килпетсĕр шухăш-кăмăл инстинкт шайĕнчех вăй илет. Кунсăр пуçне алкогольпе наркăмăшланнă çын хăйне эрех-сăрасăр хăварнă тапхăрта ăс-тăн пăтранăвĕпе асапланма пуçлать, ăна тытса пăрахма пултарать.

Ĕçкĕллĕ этемĕн хромосомĕсем сиенленеççĕ. Çав сăлтава пулах ачисем те сусăр çуралаççĕ.

Алкоголь пирки пуçарнă тÿрĕ калаçура тĕрлĕ хаяр шĕвекĕн сиенне танлаштарса пăхни те ытлашши пулас çук. Чи малтан çакна ас тăвăр: çын ĕçкĕç-алкоголике шурă эрех е çавнашкалах «çирĕп» шĕвексем ĕçнĕрен кăна тухать тени тĕрĕс мар.

Тĕслĕхрен, хĕрлĕ эрех чирĕ тата хăрушăрах. Питĕ хăвăрт аталанать вăл. Чир вăй илсенех этем гепатитпа, пĕвер циррозĕпе, юн пусăмĕ ÿснипе, атеросклерозпа, полиневритпа, артритлă (сыпă ыратнипе) нушаланма пуçлать.

Шампань эрехне тăтăш ас тивекенсем те (калăпăр, кунсерен пĕрер бокал) сисмесĕрех асăннă чирпе «тăванлашаççĕ». Ку эрех чи малтан ачасемпе хĕрарăмсене илентерет. Сăра ĕçнипе те ĕçкĕçе тухма пулать. Вăл, паллах, шурă эрех е хĕрлĕ эрех чирĕсем пекех хăвăрт аталанмасть, анчах сиенĕ - лешсенни евĕрех. Тĕп сăлтавĕ - сăра кăпăклăхне хушас тĕллевпе ăна вĕретнĕ чух кобальтпа усă курни.

Алкоголь чирĕнчен çăлăнма, паллах, пулать. Кунта пурте çынран хăйĕнчен килет. Алла черкке тытсан унăн яланах хăйне чарса, тĕрĕслесе тăмалла. Асăннă чир тыткăнĕнчен хăтăлмалли чи тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр вăл - эрех-сăра таврашне пачах ĕçме пăрахасси.

Çывăх çыннăрсем алкогольпе туслашма пуçланине курсан ĕçе вăраха ямасăр нарколог кабинетне васкамалла. Çийĕнчех сипленме пуçласан - хăвăртрах урă пурнăç ытамне таврăнатăр!




25 апреля 2009
00:00
Поделиться