Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ир вăранакан кайăк тутă пулнă», -

тенĕ мĕн авалтан. Çак пĕлтерĕше чи малтанах умра тăракан ĕçе вăхăтра та тĕплĕ, васкавлă майпа пурнăçламаллине систерсе каланă пулĕ. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те ял хуçалăх техникисене акана хатĕрлесе çитерес ĕç пырать. Çавна май гостехнадзорăн районти инспекторĕ В.Николаев, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçри хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлекен специалист-эксперт В.Иванов Тикаш ял тăрăхĕнчи «Передовик» тата «Иванов В.А.» ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе курчĕç.

Кунта хĕрсех çур акине хатĕрленеççĕ. Малтанах «Передовик» тулли мар яваплă обществăра пултăмăр. Вăл кăçал виççĕмĕш çур акине кăна тухать-ха. Вĕсен 350 гектар çĕр, 40 гектарĕ çинче «Удача» сортлă çĕр улми, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем 60 гектар çинче, ыттисенче вара çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем. Çак ĕçсене пурнăçлама кунта техникисем çителĕклĕх. Кăçалхи çур акине ВТ-100 - 1, МТЗ-82.1 - 2, Т-150 - 1 хутшăнмалла, хăш-пĕр техника тĕрлĕ сăлтавсене пула çур акине тухаймасть. Палăртнă ял хуçалăх техникисене тĕрĕслевçĕсем тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çур акине хутшăнаканнисене вырăнтан тапратса пăхрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç. Ĕçре килсе тухакан пăтăрмахсенчен асăрханмаллине ăнлантарчĕç. Трактористсен кăмăлĕсем аван, ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Çак пысăках мар коллектива ĕçе юратакан, малашлăх тĕллевĕсемпе пурăнакан çамрăк Виктор Федорович Кандаков ертсе пырать.

«Иванов В.А.» хуçалăхĕнче те хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Н.Тимушкин, Н.Демьянов, Ю.Иванов, А.Андреев, С.Федоров, Н.Иванов механизаторсем чавса таран варалансах юсав ĕçĕсене хăвăртрах вĕçлесе çур акине вăхăтра тухассишĕн тăрăшаççĕ. Ку хуçалăхра кăçалхи çур акине МТЗ-82.1 - 2 единица - Т-150 - 2, ДТ-75 - 1 тухаççĕ. Вĕсен пурин те хуçисем пур, кĕскен каласан шанчăклă алăра. Вĕсене те ĕçри инкек-синкекрен асăрхануллă пулма ыйтрĕç, харпăр-хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулмаллине каларĕç. Техникăсене те тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Апла пулсан, Тикаш ял тăрăхĕнче çур аки ăнăçлă та вăхăтра иртес шанчăк пурах.

 



25 апреля 2009
00:00
Поделиться