Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайрĕ ... Ăста!

«Ыр çын пуласси - ачаран, ырă ут пуласси тихаран паллă», - тенĕ ваттисем. Çак каларăшра халăхăмăрăн ĕмĕрсем хушши пухăннă ăс-хакăлĕпе тĕнче курăмĕ палăрать. Асăрханă пуль, пĕр-пĕр ачан пуçăннă вăййи те, утас утăмĕ те ăнса пырать, тепĕрин вара, шел те, темшĕн-çке тÿрех çыпăçасшăн мар. Аслин вара пĕрне кăтартмалла çеç, тепринпе юнашар ларса чăтăмлăн ăнлантарса, тĕслĕхпе вĕрентсе пыма тивет.

- Маншăн пурнăç тăсăмĕ валли тĕслĕх илме, паллах, чи малтан атте-анне пулнă, - тенĕччĕ Леонид Иванович Иванов. - Ачалăхăмăр çăмăл мар вăхăтра иртрĕ. Малтан аслисем колхоз йĕркеленĕ вăхăтра уй-хир ĕçĕсенчен татăлаймарĕç, çавăнпа пирĕнпе атте-анне нумай вăхăт пулайман. Унтан хăрушă вăрçă пуçланчĕ. Йывăрлăхĕ аслисем çине те, ача-пăчана та тÿпемиех йăтанса анчĕ. Эпĕ ачалăхра иккĕмĕш сыпăкри пиччепе Алексей Семеновпа питĕ туслăччĕ. Вăл алă ăсталăхне маттурччĕ: йывăçран каскаласа ĕлккен япаласем тăватчĕ, илемлĕ картинăсем ÿкеретчĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра литсотрудник пулса ĕçлетчĕ те пĕрмаях сăвăсем, калавсем çыратчĕ, шел, вăрçă пуçланчĕ те вăл фронта тухса кайрĕ, унтан таврăнаймарĕ. Пиччен тĕслĕхĕпе хавхаланса эпĕ те йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхса, вĕренсе пытăм.

«Кайăк хитре - тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе». Леонид Иванов Чупай ялĕнче 1929 çулта çуралнă, кунтах ÿснĕ, ачаран пăча пулнă. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинчи шкулта столяр ĕçне вĕреннĕ. Алли ĕç çумне çыпçăннине кура çамрăка илемлĕ сĕтел-пукан хатĕрлессинчи чи яваплă ĕçсене шаннă. Çемье çавăрсан Патти ялне куçнă, çурт лартнă, пахча-сад чĕртнĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ. Çурт тесен, Леонид Иванович хăйĕн ĕмĕрĕнче çемье валли виçĕ пÿрт хăтлать. Малтанхи пушара пула тĕппипех çунса кайсан, васкавлăн щитсенчен çурт купалаççĕ. Çемье ÿснĕçемĕн вăл тивĕçтерейми пулать тата хăй аллипе туман япалана ăста епле-ха килĕштертĕр! Ивановсем тепĕр çурт кирпĕчрен хăпартса лартаççĕ. Пĕтĕм ĕçе кил-йышĕ пурнăçланăран, Леонид Иванович савăнса çеç тăратчĕ: ара, ачасем, мăнуксем те ĕçе пултараççĕ вĕт!

«Ĕç пулмасан, кун иртмест», - тетчĕ Леонид Иванович. Вăл чылай çул Чупай шкулĕнче ĕç урокĕсем илсе пынă ачасене тĕрлĕ ăслая хăнăхтарнă. «Пире Леонид Иванович ĕç урокĕсенче пукан (табуретка) тума вĕрентетчĕ. Пуртă, сава çĕççисене тĕрĕс хăйрамаллине хăнăхтаратчĕ. Кухньăра усă курмалли мĕн тĕрлĕ япала хатĕрлемен-ши», - теççĕ Чупайсемпе Паттисем юратнă вĕрентекене аса илсе.

Леонид Иванович «Дружба» хуçалăхра маçтăр-строительте ĕçлени пирки ун чухнехи ертÿçĕсем те, пĕрле тăрăшнă ĕçтешĕсем те ырăпа кăна каласа параççĕ. «Мĕн хушнине яваплăха туйса пурнăçлатчĕ», - теççĕ вĕсем.

«Ăста епле, ĕçĕ те çапла». Ватлăх енне сулăнсан та Леонид Иванович аллинчен пуртă, мăлатук, сава, пăчкă пăрахмарĕ. Ыйтакансен кăмăлĕсене тивĕçтерсе чÿрече рамисемпе хашакĕсем, алăксем, пукансем ăсталарĕ. Унăн кăмăлне тата маçтăрлăхне кура çывăхри ялсенчен çеç мар, аякран та килсе çÿретчĕç. Вăл пысăк производствăра тăвайман япаласене те (ун пеккине «штучный товар» теççĕ) ним мар хатĕрлесе паратчĕ. Ак вăл кайрĕ те... мастерскойĕнче чутласа-якатса çитереймен хатĕрсем выртса юлчĕç. Ăста килессе... кĕтсе.



25 апреля 2009
00:00
Поделиться