Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыр ĕç туни - тивлет

Пĕтĕм хăйĕн пĕлĕвне,  пултарулăхне тăван поселока панă çын - Геннадий Иванович Егоров апрелĕн 17-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Ун çинчен кĕскен те пулин хаçат урлă каласа парас килет.

Арçын пурнăçĕнче 60 çул килĕшÿллĕ те паллă çул. Энĕшпуç ялĕнче çуралнăскер, вăл ялти шкул хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумне, Горькири политехника институтне пĕтернĕ. Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче слесарьте ĕçлеме тытăннă. Каярах Шупашкарти агрегат заводĕнче инженер-конструктор, хуçалăхсем хушшинчи «Урмарская» строительство организацийĕнче механик пулса тăрăшнă. Строительство организацийĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл хутшăннипе XXV партсъезд ячĕллĕ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх усрамалли пысăк комплекса хута янă. Вăрмарти апат-çимĕç комбинатне, механика заводне тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă, пур çĕрте те ĕçе йĕркелеме пĕлнипе, пуçарулăхпа палăрса тăнă. Руководитель пултарулăхне вара пур енлĕн вăл Вăрмар поселок советне, каярах поселок администрацине ертсе пынă чухне уçса пачĕ. Тирпей-илем кĕртесси, çуртсене ăшăпа, пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, йĕркелĕхе тытса тăрасси - пурне те тимлерĕ вăл. Пуçлăх пулма çăмăл теççĕ пулĕ. Тен, хăшĕ-пĕриншĕн чăнах та çапла - çемçе пукан çине лар та хушусем кăна кăлар. Геннадий Иванович вара ун чухне юратнă ĕçĕшĕн чунне пама хатĕрччĕ. Ĕç вăхăчĕ миçере пуçланса миçере пĕтнĕ-ши унăн, канмалли кунсем пулнă-ши; Поселокра мĕн те пулса сиксе тухрĕ - вăл чи малтан унта. Ăçта колонка ĕçлемест, хÿме картине хуçнă, котельнăйĕнче пăтăрмах... - Геннадий Иванович çакăн çинчен пуринчен маларах пĕлет, тÿрлетме-юсама мелсем шырать. Алла пуртă, кĕреçе, шăпăр тытассинчен вăтанса тăман вăл - пур çĕрте те çынпа пĕрле, çынпа юнашар. Пĕр-пĕр ыйтупа пырсан пуринпе те ăшшăн калаçма пĕлнипе, май пур таран пулăшма пултарнипе палăрса тăнă. Халĕ те çавах вăл.

Пĕтĕм çак ырă енсене ăна ашшĕ-амăшĕ, районти ятлă-сумлă çынсем - Иван Егоровичпа Александра Алексеевна хывнă. Хăйсен тăватă ывăлĕпе пĕр хĕрне вĕсем тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Геннадий Ивановичпа Галина Никифоровнан Олег ывăлĕпе Алина хĕрĕ те сăпайлă та ырă кăмăллă çынсем пулса çитĕнчĕç. Халĕ вĕсен хăйсен çемйисем. Çакăн пек вăл Геннадий Иванович Егоров. Унпа пĕрле ĕçлеме те, юнашар утма та кăмăллă.

Вăхăчĕ кăштах иртрĕ пулин те, юбилей ячĕпе сире, хисеплĕ Геннадий Иванович. Пурнăç савăнăçпа тултăр, унăн çулĕ такăр пултăр.

«Çын мĕншĕн çуралать, пурăнать;» - ыйтатпăр хамăртан хамăр хушăран. Геннадий Иванович вара ун çине тахçанах хуравланă - çынсене ырă тума, манми ыр ĕç туни вăл хăй тивлет. Çак тĕллевпе малалла пурăнать те.



30 апреля 2009
00:00
Поделиться