Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Музейра, çавра сĕтел тавра...

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, маларах пĕлтернĕ пекех, районти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче библиотека ĕçченĕсемпе «И.Яковлев тата Вăрмар енĕ» çавра сĕтел иртрĕ.

- Вăрмарсене И.Яковлев, вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ калама çук пысăк витĕм кÿнĕ, - терĕ аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май музей директорĕ В.Цыфаркин. - Асăннă шкултан вĕренсе тухса 30 ытла ентеш вĕрентекен профессине алла илнĕ, йăхташăмăрсене çутта кăларас ĕçе кÿлĕннĕ. Чылайăшĕн ячĕ чăваш историйĕнче ĕмĕрлĕхех упранса юлнă. Иван Яковлевич хăй те пирĕн тăрăхри шкулсене килсе çÿресе тĕслĕхĕпе чылай çамрăка малалла вĕренме ăнтăлтарнă.

Районти тĕп библиотекăри Г.Демьянова библиотекарь пухăннисене Иван Яковлевпа унăн шкулĕ çинчен çырнă кĕнеке-журналсемпе паллаштарчĕ. Юлашки вунă çул хушшинче çак калама çук пысăк капашлă çынна халалланă ĕçсем ытларах та ытларах кун çути курни унăн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн татах та мăнаçлăрах курăнни çинчен каланине палăртрĕ.

Район музейĕнче экспонатсен йышĕ ÿссех пырать. Асăннă кун та Вăрмарти паллă сăрă ÿнерçин В.Богдановăн «И.Я.Яковлев Кивĕ Вăрмар шкулĕнче» картинипе пуянланчĕ. Ĕçне ÿнерçĕ хăйех пахаларĕ. Мĕнле тĕллевсемпе ÿкернине, мĕн каласшăн пулнине ăнлантарса пачĕ. Кивĕ Вăрмарта Иван Яковлев 19 ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех пулнă май, картина çинче эпир сухаллă ватă çынна мар - вăйпитти çамрăка куратпăр. Художник истори чăнлăхне тĕпе хурса ÿкернĕ ĕç музейра чи паха экспонатсенчен пĕри пуласси каламасăрах паллă.

Çак мероприятире пиншер кĕнекесен «хуçисем» те (библиотекарьсене урăхла та калаймăн) хăйсем валли чылай çĕнни илчĕç тесе çирĕплетсех калама пулать.



30 апреля 2009
00:00
Поделиться