Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Таврăнсамăр чĕрĕ, сывă

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни кĕркуннепе çуркунне çамрăк каччăсен салтака кайма ят тухать. Çак вăхăта шухă яшлăхăн илемлĕ саманчĕ теме те пулать. Мĕн ĕлĕкрен пыракан асаттесен йăлине салтака каякан çамрăксем çирĕп тытаççĕ. Салтак юрри юрласа хăйсем тăван çĕршыв чиккине сыхлама кайнине пĕтĕм яла пĕлтереççĕ.

Акă, Анаткас ялĕнчи Петров Дениспа калаçатăп: «Салтака кайма ачаранах ĕмĕтленетĕп. Пĕчĕк чух урамра салтак юрри юрланине илтсенех унта чупса тухаттăмăр. Аслисем пек пулас килетчĕ», - терĕ вăл. Çар ĕç комиссариачĕ умĕнче лăк тулли халăх, пурте çамрăксене хисеп туса салтака ăсатма килнĕ. Çурхи призывран «пĕрремĕшсем» тухса каяççĕ. Н.Кожин, А.Петров, Д.Трофимов (Вăрмар поселокĕ), А.Григорьев (Энтриялĕнчен), С.Павлов (Çĕнĕ Кавалтан), Р.Павловпа В.Гурьев (Мăнçырмаран), Д.Петров (Анаткасран), П.Павлов (Пĕчĕк Енккассинчен) кĕçех салтак атти тăхăнĕç. Çак самант çитиччен Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариатĕнчи М.Пуклаков подполковник, призывниксемпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Николаев пулас салтаксене ăнăçу суннă май тăван ял, Чăваш ен ятне çÿллĕ шайра тытма ыйтрĕç. «Этем ырăран ыррине çеç кĕтет», - тенĕ пек тăван ентешсем те çамрăксем киле чĕрĕ, сывă таврăнасса кĕтеççĕ.




30 апреля 2009
00:00
Поделиться