Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çăмăл атлетсем сезона уçрĕç

Пинер ял тăрăхĕнче ирттернĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвне Пинер ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă А.Васильевпа Афганистанра пуçне хунă Ю.Семенов воин-интернационалиста халалланă. Пухăннисене район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский, воин-афганецсен районти уйрăмĕн председателĕ О.Ильин саламларĕç. Воин-афганеца чыс-хисеп туса асра тытнăшăн О.Ильин ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Иванова тата шкул директорне Г.Боредские Тав çырăвĕсем пачĕ.

Акă ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта чи малтанах 2-3-мĕш классенче вĕренекенсем тухаççĕ. Хĕр ачасем те, арçын ачасем те 300 метра чупаççĕ.

Малти призлă вырăнсене П.Васильева, Д.Родионов (Мăнçырма), И.Егорова (Пинер), Т.Кузьмина, Г.Петров (Кĕлкеш), Ю.Васильев (Çĕнĕ Кинчер) çĕнсе илеççĕ.

4-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутăш эстафетăра тупăшаççĕ. Командăра 3 арçын ача, 2 хĕр ача. Вĕсем 400 метра чупса ăмăртрĕç.

4-5 классенче вĕренекенсенчен чи пултаруллисем Пинерсем пулчĕç. Кĕлкешсем - иккĕмĕш, Мăнçырмасем виççĕмĕш вырăнсенче.

6-7 классем хушшинче те Пинерсем çĕнтерчĕç. Кĕлкешсемпе Мăнçырмасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

8-9 классенче ăс пухакансем хушшинче те тупăшусем интереслĕ иртрĕç. Ку хутĕнче пĕрремĕш вырăна Чупайсем çĕнсе илчĕç. Пинерсен иккĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ. Пысăкенккассисем виççĕмĕш вырăнта.

10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем 1000 метра чупрĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Т.Степановапа К.Семенова (Пысăк Енккасси) çĕнсе илчĕç. А.Семенова (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) - виççĕмĕш вырăнта.

Арçын ачасем хăйсен вăйне 2000 метрлă дистанцире тĕрĕслерĕç. Чи пултарулли вара Н.Федоров (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) пулчĕ. А.Топтыгин (Пысăк Енккасси) - иккĕмĕш, С.Ямуков (Кĕлкеш) виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ.

20-29 çулхи арçынсенчен А.Емельянов (Кĕлкеш) çĕнтерчĕ.

Хĕрарăмсенчен Н.Николаевана (Пинер) çитекенни пулмарĕ.

30-39 çулсенче çуралнисенчен Л.Никитина (Пинер) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Арçынсен хушшинче А.Павлов (Кĕлкеш) çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

40-49 çулхисен хушшинче Н.Павлов (Чулкас) чи мала тухрĕ.

Хĕрарăмсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Г.Черновапа Л.Михайлова (Пинер) çĕнсе илчĕç.

50-59 çулхисенчен Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов çĕнтерчĕ.

60 çул тата унтан та аслăраххисенчен Н.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) - пĕрремĕш, К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Ăмăртăва пурĕ 10 команда, 281 спортсмен хутшăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме тата парнесем парса хавхалантарма спонсор пулса Шупашкарти «Акконд» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, «Средний Аниш» хуçалăх пуçлăхĕ П.Крылов, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат директорĕ Ю.Кашмаков, уйрăм предпринимательсем - Ю.Ивановпа Г.Назаров, Вăрмарти пасар директорĕ Г.Николаев пулăшрĕç.



06 мая 2009
00:00
Поделиться