Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ

Раиса Ивановна Иванова (Арманова) 1931 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Кинчер ялĕнче çуралнă. «Вăрçă ачисем» теççĕ халĕ çак ăрури çынсене. Ара унăн нуши-тертне самаях курнă вĕсем. Вăрçă тухнă çулах Раисăн ашшĕне, Иван Васильевич Арманова, вăрçа илсе каяççĕ. Амăшĕ, Елена Трофимовна, ял халăхĕпе пĕрле Кивĕ Мăнтăр патĕнчен иртекен хÿтĕлев линине тунă çĕре ĕçлеме çÿрет. Сивĕ-и, ăшă-и - ăна пăхса тăман, çавăнпах пулĕ 1942 çулта йывăр чирлесе ÿкет те ура çине тăраймасть. Пилĕк ача тăлăха юлаççĕ. Виçĕ хĕрĕн - вĕсем аслисем пулнă - пурăнмалăх çăкăр ĕçлесе илме те, хуçалăха пăхма та, шăллĕсене ура çине тăратма та тивнĕ.

1948 çулччен Раиса «Свет» колхозра тăрăшнă, унтан ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта техслужащи пулса ĕçлеме тытăнать те 41 çул хушши çак ĕçре вăй хурать. 1950 çулта вăл Аслă Отечественнăй вăрçă участникне Константин Иванович Иванова качча тухать. Виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ вĕсем. Халĕ Раиса Ивановна пенсире, мăнукĕсене пăхса савăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 30, 40, 50, 60 çулсем çитнипе панă юбилей медалĕсем пур унăн. 74 çулта халĕ вăл, пичĕ çинче пĕркеленчĕксем нумай. Анчах вăл пирĕншĕн чи хитри те лайăххи.



08 мая 2009
00:00
Поделиться