Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтовик, радиомеханик

Вăрçă тесен, куç умне тĕксĕм кун тухса тăрать. Ялта шăп. Тÿпере тĕксĕм хура пĕлĕт, хĕвелĕ те сÿнсе ларас пек çутатать.

Аякри вăрман пуçне уснă та хуйхăрса ларать. Пĕр сас-чÿ çук вăрман таврашĕнче, пурте шухăша путнă. Çак шăплăха çурса ярса, пуринчен те кăшкăрса ыйтас килет: «Мĕншĕн, мĕншĕн кирлĕ пире вăрçă; Пурнăç тума-и е асап курма;» Çак шăплăхра хуравлакан никам та пулмĕ. Хамах хуравлам хамăн кăткăс ыйту çине: «Пире ним тума та кирлĕ мар вăрçă! Пире кирлĕ мир!» Вăрçă мĕнне эпĕ кинофильмсем, кĕнекесем тăрăх кăна пĕлетĕп. Халĕ те куç умне кинофильмри кадрсем тухса тăраççĕ... Пулемет-автомат сасси, хĕрарăмсемпе ачасем макăрни, асапланни. Мĕн чухлĕ асап та хуйхă илсе килмен-ши вăрçă; Мĕн чухлĕ çемьесене аркатман пулĕ вăл; Тăватă çула яхăн пынă Аслă Аттелĕх вăрçи, çак вăхăт хушшинче вăтăр миллиона яхăн Совет çынни çутă пуласлăхшăн, телейлĕ ачалăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн пуçне хунă. Вăй питти арçынсем пурте тенĕ пекех фронта тухса кайнă.

Хаяр вут-çулăмран çăлăнса юлнă ветерансен шучĕ кунран-кун чакса пырать. Ватăлса пынă май вĕсен чунне уçса калаçас кăмăлĕ те сÿнет пулĕ...

Ватăсенчен вăрçăн хаяр та хăрушă çулĕсем çинчен ыйтса пĕлетпĕр, вĕсен чун ыратăвне ăнланма тăрăшатпăр.

Çиçтĕпе ялĕнчен те вăрçа тухса кайнă çамрăксенчен çурри ытла киле таврăнаймарĕç. Киле таврăннисенчен те сурансене пула, фронтра асап курнипе нумайăшĕ пĕрин хыççăн тепри пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç. Нумай юлмарĕç фронтовиксем Çиçтĕпе ялĕнче те. Вĕсенчен пĕри Николай Михайлович Михайлов, II-мĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ, халĕ ялта пĕчченех пурăнать.

1944 çулта август уйăхĕнче тин 18 çул тултарнă качча салтака илсе каяççĕ. Моряк-радиомеханик хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçласа пынă. 1945-мĕш çул, Çĕнтерÿ кунĕ. Вăрçăра çапăçса сывă юлнă яшсемпе-хĕрсем килĕсене, тăван çĕршыва васканă. Николай Михайловичăн вара çулĕ килелле мар, çĕнĕрен тухнă вăрçă хирне - Хĕвел тухăç еннелле пулнă. Кунта Япони вăрçи пуçланнă. Унта вăл хурал фрегачĕ çине лекет, радист пулса тăрăшать. Кирлĕ пĕлтерÿсене вăхăтра илсе е пĕлтерсе тăнă, çар тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн Михайлов аслă матроса тĕрлĕрен медальсем парса чысланă. 1947-мĕш çулта вĕсен дивизионне Петропавловск-Камчатски хулине куçарнă. 1950-мĕш çулхи августăн 25-мĕшĕнче вăл яла таврăнать. Юдинори чукун çул станцийĕнче радиомеханикра ĕçлеме тытăнать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çав ĕçре вăй хурать.

1954 çулта Куславкка районĕнчи Паймит ялĕнче пурăнакан Ирина Моисеевапа пĕрлешеççĕ. Вĕсем виçĕ ывăл пăхса ÿстереççĕ. Виçĕ ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Вăтам ывăлĕ - Анатолий Николаевич Михайлов район администрацийĕнче ĕçлет.

Шел пулин те, мăшăрĕ Ирина Михайлова 2001-мĕш çулта вăхăтсăр çĕре кĕрет. Халĕ фронтовик тивĕçлĕ канура, апла пулин те килте ĕçсĕр лармасть, выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕсем усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Канмалли кунсенче, уявсенче ывăлĕсемпе кинĕсене, мăнукĕсене кĕтет. Тăванĕсем те ăна манмаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ.



08 мая 2009
00:00
Поделиться