Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Калашников патĕнче хăнара

Çак хушамата асăнсассăн çарта пулнă кашни çын чи малтанах Калашников автоматне аса илет. Апла пулмасăр, 1949 çулта Совет çарĕнче усă курма пуçланă хĕç-пăшал 60 çул хушшинче тĕнчипех сарăлнă, çĕршывăн хăйне евĕр бренчĕ пулса тăнă. Ăста конструктор 30 çултах çулсем иртсен те кивелмен автомат ăсталанă. Енчен те Михаил Тимофеевич Алтай крайĕнче çуралнă пулсан, унăн автомачĕн çуралнă вырăнĕ тивĕçлипех Ижевск хули темелле - 1948 çулта М.Калашникова кунти машинăсем тăвакан завода куçарнă, тепĕр çултан «7,62 миллиметрлă Калашников автомачĕ» официаллă ятпа АК-47 кăларма пуçланă. Çакăнтанпа Михаил Тимофеевич кун-çулĕ Ижевск хулипе çыхăннă. Малалла вара сăмах халĕ çак хулара пурăнакан пирĕн ентеш çинчен, вăл паллă конструкторпа курнăçни пирки пулĕ.

Владимир Николаевич Александров подполковник 1952 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă. Ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ вăл, çавăнпа та шкул хыççăн Армавирти авиацин аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. Ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1974 çултанпа Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕрлĕ чаçĕсенче хĕсметре пулнă, вăл шутра тĕнчипе паллă Байконурта та. Каярахпа ăна пурнăç çулĕ Ижевска илсе çитернĕ, отставкăна тухнă подполковник кунти радиозаводра çар представителĕ пулса тăрăшма тытăннă. Ижевскра çар промышленноçĕпе çыхăннă заводсем йышлă, çавăнпа та çак тытăмра ĕçлекенсем, вăрçă ветеранĕсем пĕр-пĕринпе час-часах курнăçаççĕ, паллă кунсене пĕрле чысласси те йăлана кĕнĕ. Çакăн пек пĕр паллă тĕл пулу 2004 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче - Михаил Тимофеевич Калашников 85 çул тултарнă кун - пулса иртнĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче те тĕл пулĕç çар çыннисем. Çак ÿкерчĕк çинче пирĕн ентеш Владимир Николаевич Александров икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕпе Михаил Тимофеевич Калашниковпа юнашар (сулахай енче) тăрать.



08 мая 2009
00:00
Поделиться