Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăл Берлина штурмланă

«Вăрçа илсе кайни халĕ те куç умĕнчех, - тет Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, вăрçăн тумхахлă çулне мĕн вĕçне çитичченех паттăррăн утса тухнă Владимир Терентьевич Терентьев. - Канашри педагогика училищинче чăваш чĕлхипе юлашки экзамен тытрăмăр та пире картишне илсе тухрĕç. 18 çул тултарнă яшсем эпир виççĕнччĕ. Пире çар ретне илесси çинчен пĕлтерчĕç. Канашри çар комиссариатĕнчен Мари Республикинчи Суслонгер станцине илсе çитерчĕç. Алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма вĕрентрĕç. 1943 çул пуçламăшĕнче Тула хули еннелле ăсатрĕç. Унтан пире, 61-мĕш çарăн 1128-мĕш полкне, вăрçă хирне ячĕç. Эпĕ минер ĕçне пурнăçларăм. Тăшман линийĕсене тасатнă чухне миçе салтак çав минăсем çинче вилмерĕ-ши; Унтан пирĕн çарсене Курск пĕккине куçарчĕç. Нимĕçсем наступлени пуçларĕç. Хаяр çапăçура мана амантрĕç. Курск хулинчен Урал шывĕ хĕрринче вырнаçнă Гурьев хулине ăсатрĕç. Курск пĕккинчи çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăлама йышăннă. Çав ордена ман кăкăр çине госпитальте командир çакса ячĕ. Алă ĕçлеменнине пула госпитальте нумай выртма лекрĕ. Сывалнă хыççăн 4-мĕш Украина фронтне илсе кайрĕç. 1944 çулта 848-мĕш полкра пулса тăшмана Украина çĕрĕ çинчен хăваларăмăр. Днепр шывĕ çывăхĕнче Рогачки ял патĕнче вăйлă çапăçусем пычĕç. Мана иккĕмĕш хут амантрĕç. Крымри госпитале вырнаçтарчĕç. Сывалса çитсен 307-мĕш артиллери полкĕнче Берлина ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăмăр. 9 уйăх Бранденбургра тăтăмăр. Мана унта Отечественнăй вăрçăн I степень орденĕпе наградăларĕç. Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленсен Германирен Витебск хулине килтĕмĕр. Пуйăс чикĕ урлă каçнă чухне халăх пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ, вăрçă паттăрĕсене тав туса чечек çыххисем ывăтса саламларĕç. Витебск хулинчен салтаксене киле ячĕç. Эпĕ ноябрь уйăхĕнче çитрĕм».

Çĕнтерÿпе таврăннă салтакăн канма та вăхăт пулман. 6 кунтанах ăна ĕçлеме Шăхаль шкулне янă. Тепĕр çулне Тикаш шкулĕнче ирттернĕ. Часах ăна Хĕрлĕçырти пуçламăш шкул заведующине лартаççĕ.

«Унта эпир арăмпа пĕрле 17 çул ĕçлерĕмĕр. Манăн çĕнĕ шкул çуртне хăпартма тиврĕ. Пĕренесене Кĕтне шывĕ тăрăх антараттăмăр. Çак тапхăрта куçăмсăр майпа учительсем хатĕрлекен института тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтертĕм», - калаçăва тăсать Владимир Терентьевич.

1971 çулта ăна Тикашри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вĕренекенсем нумай пулнипе икĕ шкул çурчĕ хăпартаççĕ: пĕри - икĕ класлă, тепри - икĕ хутлă пысăк çурт. Ун хыççăн тин ачасене пĕр сменăпа вĕрентме пуçлаççĕ, ача садне çÿрекенсен йышĕ те пысăк пулнă, тăватă ушкăна çитнĕ.

«Юлашки вăхăтра шкулта та, ача садĕнче те ачасен хисепĕ питĕ чакса кайрĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăтсене аса илсен, хурланмасăр чăтма çук. Садике ватса, тустарса пĕтерчĕç. Иртсе кайнă чух шкул çине хурланса пăхатăп», - хăйĕн шухăшне пĕлтерет ветеран.1983 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă



08 мая 2009
00:00
Поделиться