Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вилсен те вилмен

Раççей халăхĕ, тĕнчери мĕн пур прогрессивлă этемлĕх Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине анлăн уявлама хатĕрленет. Вăхăт хуть те мĕн чухлĕ иртсен те хăрушă вăрçă, совет халăхĕн паттăрлăхĕ, Аслă Çĕнтерÿ асран тухмасть. Кăçал эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитнине паллă тăватпăр.

Кĕтеснерте пурăнакан 93 çулхи Дария Александровна Александрова нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа тапăнса кĕнине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине кĕтÿ хăвалама кайсан илтсе килет. Çак усал хыпара вăл мăшăрне - Назара пĕлтерет.

- Тăван çĕршыв хăрушлăхра. Ăна çăлмалла. Эпĕ те хам ирĕкпе фронта тухса каятăп, - тенĕ вăл мăшăрне.

Вăрçă пуçлансан темиçе кунтанах Кĕтеснерте митинг ирттернĕ. Унта хутшăннисем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана çапса аркатма хатĕр тăни, мĕн вăй çитнĕ таран фронта пулăшма пулни çинчен пĕлтернĕ. «Пурте - фронт валли, пурте - тăшмана çĕнтерме!» - çапла тĕллев лартнă колхозниксем.

Кашни кунах ялта хурлăхлă салтак юрри илтĕннĕ. Арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă ял-йыш. Ялта ватăсемпе çамрăксем анчах юлнă. Колхозри пĕтĕм йывăрлăх вĕсем çине тиеннĕ. Вăрçа пулах колхозра лашасем сахалланса юлнă.

Вăрçă пуçланас умĕн Назар Иванов Мускавра шофера вĕренсе тухать. Ялта вăл чи малтанхи шофер пулнă. Ăна «полуторка» автомашина шанса панă. Вăл хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă.

Часах районти çар ĕç комиссариатĕнчен фронта кайма повестка илет. Тăванĕсемпе ял-йыш ăна хăй ĕçлекен автомашинăпах фронта ăсатаççĕ. Мăшăрĕ - Дария Александровна икĕ ачапа тăлăха тăрса юлать: Коля-виçĕ çулта, Тоня - çулталăкри хĕр ача. Юрать-ха мăшăрĕн амăшĕ Перасковья тата аппăшĕ Агафия пур, вĕсем пулăшма яланах хатĕр. Дария тылра окопсем чавма çÿренĕ, кунĕпе ĕçлесе пайпа панă çăкăрне хăй çимесĕр ачисене валли киле илсе килнĕ.

1942 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Н.Иванов салтакшăн фронтра хаяр çапăçусем пуçланаççĕ. 148-мĕш минометлă полка лекет вăл. Нумай хуласемпе ялсене ирĕке кăларассишĕн пыракан çапăçусене хутшăнать, паттăрлăх кăтартать. Ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ.

Пирĕн çарсем тăшмана хăйĕн йăвине хăваласа пынă. Назар вара нимĕçсене «Катюшăпа» çунтарнă.

Çапла ăна пĕррехинче амантаççĕ. Мина ванчăкĕ унăн урине суранлатать, вăл тăнне çухатать. Фронтра аманнă салтаксене турттаракансем Кĕтеснер ачипе (ятне пĕлеймерĕмĕр) санинструктор ăна госпитале ăсатаççĕ. Пĕрле çапăçнă юлташĕсем ăна вилнĕ тесе шутлаççĕ. Мочалкино ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ тесе Кĕтеснере мăшăрĕ патне çырса пĕлтереççĕ. Мĕн тери пысăк хуйхă пулнă çакă Назар Иванович çемйишĕн. Вĕсем ăна çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнĕ - çке-ха. Çак усал хыпара илнĕ хыççăн вĕсем тăванĕсемпе пĕрле чун-чĕререн хурланнă, асăну каçĕ те ирттернĕ, пачăшкă кĕлĕ вуланă.

Тепĕр тăхăр уйăхран Кĕтеснерти Ивановсен килне фронтран çыру килет. Назар Иванович госпитальтен сывалса тухни çинчен çырса пĕлтерет. Мĕнле пысăк савăнăç, апла сывах! Унти çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Назар Иванович Иванов сержанта Мухтав орденĕн III степень орденĕпе наградăланă.

1945 çулхи май уйăхĕнче вăл вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлесе киле таврăнать. Вĕсен пурĕ 8 ача пулнă: 4 ывăл, 4 хĕр ача. Халĕ 3-шĕ пурăнаççĕ. Назаровсемшĕн Калининград (Кенигсберг) хули чăннипех те çывăхланнă. Назар Иванович 1945 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Кенигсберга ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Унăн Георгий ывăлĕ кунта службăра пулнă, çар училищине вĕренсе пĕтернĕ. Анисса хĕрĕн Юрий ывăлĕ Шупашкарти университетран вĕренсе тухнă хыççăн унтах службăра тăрать. Назар Ивановичăн Мирон пиччĕшĕ полковник, Ленинградра пурăннă.

1990 çулта Назар Иванович Иванов çĕре кĕрет. Районти çар ĕç комиссариачĕ паттăр салтакăн вил тăпри çине мрамортан тунă палăк лартнă.



08 мая 2009
00:00
Поделиться