Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр ĕçченне пулăшма

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ кунран-кун вăй илсе аталанса пырать. Çавна май пĕр вăхăт юхăннă çĕр участокĕсем тепĕр хут ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Сухаланман çĕрсене çулсерен пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн çĕр ĕçченĕсене патшалăх тĕрлĕрен кредитсем парса пулăшать. Ку енĕпе пысăк хăватлă техникăсем, элита вăрлăхсем, ядохимикатсемпе минераллă удобренисем тата ытти те туянма пулать. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме, наука тĕлĕшĕнчен çирĕплетнĕ мелсемпе тухăçлă усă курма, ял хуçалăхĕнче пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлессине аталантарса пыма тата агропромышленноç рынокĕнчи çĕнĕ информацисене вăхăтра çĕр ĕçченĕсем умне илсе çитерес тĕлĕшпе район администрацийĕ район пуçлăхĕн В.Кирилловăн хушăвĕпе ятарласа информаципе консультаци центрĕ йĕркелерĕ. Вăл райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕнче вырнаçнă. Центр коммерциллĕ организаци, унăн учредителĕ - район администрацийĕ. Предприяти хăй ячĕпе япала туянма, уншăн яваплă пулма пултарать. Кирлĕ пулсан суд урлă шыраса илме, суд умĕнче явап тытма пултарать. Вăл çĕр ĕçченĕсене тĕрлĕ енлĕ хутсемпе ĕçлеме, тĕслĕхрен: хутсене ксерокопипе сканировани тума; банксенчен кредит илмелли документсене çырса хатĕрлеме; рекламăсем çырма; агрономи тата зоотехника енчен пулăшма; бухгалтер балансĕсен кварталти тата çулталăкри отчечĕсене туса пама; бизнес-проект; порученисемпе договорсем тума; кирлĕ пулсан тĕрлĕрен ыйтусене татса пама пулăшать. Кĕскен каласан, пирĕн ĕç ял хуçалăх предприятийĕсемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Вĕсен проблемине тата савăнăçне пĕрле пайлать.


13 мая 2009
00:00
Поделиться