Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурхи кун чĕнет пахчана

Туллин сывлать çĕр ăшшăн пăсланса. Çак вăхăтра хресчен ларса-канма пĕлмесĕр ĕçлет тесен пĕрре те йăнăш пулас çук. Ÿркенменнисем харпăр хăй килĕнче купăста, помидор калчисем, пуçлă сухан, севок тата ытти те çитĕнтерсе районти пасарта суту-илÿ тăваççĕ.  

«Çав тери юрататăп купăста калчи çитĕнтерме, пĕчĕк ачасем пекех туйăнаççĕ вĕсем мана», - тет чылайранпа çак ĕçе ĕçлекен пĕр хĕрарăм. Ĕçне юратни кăна мар, çемье бюджечĕ те пуянланатех ĕнтĕ. Акă, тĕслĕхрен, пуçлă суханăн 1 килограмне 10-25 тенкĕпе, севока - 45-50, кăшман вăрлăхне - 200-220, костер - 100, сĕлĕпе вика хутăшне - 100-120, люцерна - 160-190, козлятник вăрлăхне 100-120, купăста, калчин 10 штукне 25-30 тенкĕпе сутаççĕ.

Çапла çурхи кун чĕнет пахчана, пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле.



13 мая 2009
00:00
Поделиться