Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акса пĕтерчĕç, çĕр улми л...

Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр, Н.Николаев механизатор тĕш тырă культурисене акассине вĕçлерĕ. В.Обручков водитель вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтерсе тăчĕ. М.Родионов, М.Архипов, С.Сидоров, В.Авдеев сеяльщиксем ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхрĕç.

- Лайăх çанталăкпа туллин усă курма тăрăшрăмăр. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кăçал 470 гектар çинче акса хăвартăмăр, - пĕлтерет фермер хуçалăхăн пуçлăхĕ Г.Ямуков.

Тепĕр участокĕнче хĕрсех çĕр улми лартаççĕ. С.Иванов механизатор «иккĕмĕш çăкăра» Голланди технологийĕпе лартма çĕр хатĕрлесе парать. В.Архипов механизатор çĕр улми лартмалли Л-207 агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Вăрлăхне В.Николаев водитель турттарса тăрать. Ю.Краснов, М.Краснов, И.Тимофеев сеяльщиксем кашни минутпа туллин усă кураççĕ. Çак агрегатăн паха енĕ вăл 200 литр кĕрекен савăтра тĕрлĕ чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсенчен кĕрешме «Алга 600» препарат хутăштарса шĕвек хатĕрлеççĕ. Çапла вара çĕр улми вăрлăхĕ çак шĕвекпе пĕрле çĕре варăнать. Вăлах çĕр улмие лайăх аталанма пулăшать. Шывпа вара Ю.Власов механизатор тивĕçтерсе тăрать.

Çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсене çитĕнтереççĕ вĕсем. «Жуковский», «Невский», «Розара», «Удача», «Рамона» тата ыттисем яланах пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Çак культурăна кăçал 130 гектар çинче çитĕнтереççĕ.

Ялти шкул çумĕнчи участокра М.Ивановпа Н.Иванов мехнизаторсем тата П.Егоров, А.Григорьев сеяльщиксем 6 гектар çине кăшман акса хăварчĕç.

Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн хастар кĕрешеççĕ Кĕлкешсем.

- Иртнĕ çул эпир тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 30,3 центнер, çĕр улмие 280 центнер туса илтĕмĕр. Кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май, татах та пысăкрах тухăç илессишĕн мĕн пур вăй-хала паратпăр, - тулли кăмăлпа каласа парать Геннадий Николаевич Ямуков фермер.

 



13 мая 2009
00:00
Поделиться