Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Олимпиецпа пĕрле стартра

Атайкассинче çуралса ÿснĕ СССР тĕнче класлă спорт мастерĕн (1989), Берлинти марафонăн бронза призерĕн (1999), Лондонри марафонăн кĕмĕл призерĕн (2001, 2002), Тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕн (2001), Тĕнче Кубокĕн бронза призерĕн (2001, 2003), Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн (2004), Бостонри тата Чикагăри марафонсен çĕнтерÿçин (2002, 2003), çуллахи XXVIII тата XXIX Олимп вăййисене хутшăннă Светлана Владимировна Захарова çăмăл атлетăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кăçал район центрĕнчи стадиона çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвне саккăрмĕш хут пухăнчĕç.

Аслă Çĕнтерĕве - 64 çул, Раççей Пушар службине 360 çул çитнине халалласа ирттернĕ ăмăрту район центрĕнчи стадионта пулчĕ.

Уява уçнă май пухăннисене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.

- Паян пирĕншĕн пысăк уяв. Çăмăл атлетикăпа пултаруллă ентешĕн Светлана Захарован призĕсене çĕнсе илессишĕн саккăрмĕш хут ăмăрту ирттеретпĕр. Унăн спортри пысăк çитĕнĕвĕсем ÿсекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Сире те, паянхи çамрăксене, унăн шайне çĕкленессе, тăван районтан пултаруллă спортсменсем татах тухасса шансах тăратăп, - терĕ Юрий Васильевич.

Стадионта «Священная война» музыка кĕвви мăнаçлăн янăрать. Çĕнтерÿ ялавне çĕкленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем вăрçă пынă 1418 куна паллă туса стадионта 1418 метр утса çаврăнаççĕ.

Салют параççĕ, «Ура»! сасă янăраса каять стадион çийĕн.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Кашни ушкăнрах питех те çивĕч иртрĕç вĕсем. Призсене чи вăйлисем çĕнсе илчĕç. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕн команди (ÿкерчĕк çинче) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Пысăк Енккассинчи, виççĕмĕшĕнче Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем пулчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Чупайсем çĕнтерчĕç. Пинерсемпе Кĕтеснерсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Физкультура коллективĕсем хушшинче Чупайсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вăрмар поселокĕн команди - иккĕмĕш, Энĕшпуçсем виççĕмĕш вырăнта.

20-39 çулсенчи арçынсем 1000 метра чупса ăмăртрĕç. Ку дистанцире С.Антонов (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Чемпиона 3 çеккунт выляса ярса иккĕмĕш вырăна И.Горблюк (Чупай) тухрĕ. С.Ивановăн (Чупай) виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ.

40-49 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Н.Павловпа (Чулкас), В.Данилов (Кĕлкеш) çĕнсе илчĕç.

20-39 çулсенчи хĕрарăмсем 500 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Малти призлă вырăнсене А.Галкина (Чупай), Альбина Ивановапа Анна Иванова (Энĕшпуç) тивĕçрĕç.

40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен С.Чубукова (Кавал) - пĕрремĕш, Н.Законова (район больници) иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

50-59 çулсенчи хĕрарăмсенчен - Н.Александрова (Кĕлкеш), арçынсенчен В.Захаров (Тĕрлемес станцийĕ) çĕнтерчĕç.

Ăмăртура мала тухнă командăсемпе уйрăм спортсменсене Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕпе С.Захаровапа унăн мăшăрĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Захаров дипломсемпе парнесем парса чыс турĕç.



16 мая 2009
00:00
Поделиться