Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Çĕнтерÿ салючĕ»

Тин кăна-ха майăн 9-мĕшне паллă турăмăр. Халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул тултарнине кĕтсе илессипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Тепĕр çул «Çĕнтерÿ салючĕ» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивальне ирттерме палăртнă. Ун çинчен Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ, пирĕн ентеш, Лия Чернова каласа парать. 

- Кăçал Чăваш Ен çак фестивалĕн регионти центрĕ пулса тăма пултарĕ-и?

- Пĕлтĕр пултарулăх делегацийĕ «Салтак - яланах салтак» программăпа Чулхулара иртнĕ фестивале хутшăнчĕ. Вăл Атăлçи федераллă округра чи ăнăçли пулнине палăртрĕç. Пирĕн артистсем Мускав сцени çине те тухрĕç, çар округĕсемпе академийĕсене çитрĕç. Пирĕн пата кăçал октябрьте Пушкăрт, Тутар, Мордва, Удмурти республикисенчен, Пермь крайĕнчен, Кировран, ытти çĕртен хăнасем килмелле. Чи пултаруллисем 2010 çулта Мускавра иртекен уява хутшăнĕç.

- Республикăра фестиваль шучĕпе мĕнле мероприятисем иртеççĕ?

- «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль йĕркипе республикăра çак-çак фестивальсемпе конкурссем иртеççĕ: «Çак çурхи куна манма çук» (ветерансем), «Килтен тухрăм та - пуç тайрăм»... (Тăван çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсене юрлакансем), «Мухтав ахрăмĕ» (халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем), «Ташша яр-ха!» (хореографи ушкăнĕсем), «Черчен чечексем» (ача-пăча пултарулăхĕ), «Кĕмĕл фанфарăсем» (вĕрсе каламалли музыка), «Пĕчĕк çеç путене» (ача-пăча фольклор ушкăнĕсен регионсем хушшинчи V фестивалĕ), «Çурхи Çĕнтерÿ» (патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсем), «Çĕнтерÿ символĕсем» (ал ĕç илемлĕх изделийĕсем). Пĕрисем - яланхи йĕркепех, теприсем пĕрремĕш хут пулĕç. Пурте иртнĕ вăхăт тата паянхи самана таппипе çыхăннă.



20 мая 2009
00:00
Поделиться