Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Культура объекчĕсене çитсе курнă

Эрне кун Чăваш Республикин кунне районта йĕркелесе ирттерес енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллашма ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова килсе кайрĕ. Чи малтанах вăл район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулчĕ. Паллă уява хатĕрленсе туса ирттернĕ тата тумалли ĕçсене сÿтсе явнă хыççăн райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕпе Г.Петровапа Республика кунĕ иртекен вырăнсене, культура объекчĕсене çитсе курчĕ.

Районти культура çуртĕнче халĕ пысăк юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Çурта шал енчен хитрелетнисĕр пуçне чÿрече рамисене улăштараççĕ, плиткăсем çыпăçтараççĕ... Тумалли пур ĕçсемпе тĕплĕн интересленчĕ министр, хăйĕн шухăшĕсене палăртрĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче культура мероприятийĕсен ытларахăш пайне уçă вырăнта ирттерме палăртнă, çавăнпа та Роза Михайловнана тĕп площадьри сцена çинче, стадионра художество пултарулăх коллективĕсене мĕнле вырнаçтарни, Ленин урамĕпе вĕсем мĕнле иртни те кăсăклантарчĕ. Ал ĕç куравĕн павильонĕсен вырăнĕсем çинчен те калаçу пулчĕ. Историпе тавра пĕлÿ музейне тăвас ĕç вĕçленсе пынипе министр кăмăллă пулчĕ. Унăн директорĕпе В.Цыфаркинпа калаçнă май уяв вăхăтĕнче экспонатсене вырнаçтарасси пирки сĕнÿсем пачĕ.

- Хăш-пĕр районсенче музейсене тытса тăрасси çине сÿрĕккĕн пăхни те тĕл пулать, Вăрмарсем вара çĕнĕ çурт хăпартма вăй çитерчĕç, - терĕ вăл.

Майăн 22-мĕшĕнче Арапуçĕнче тĕп (база) культурăпа кану центрĕ уçма палăртнă. Çавăнпа та министр унта çитсе курчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсене ĕçе пысăк хăвăртлăхпа вĕçленисĕр пуçне типтерлĕх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çĕнĕ техника оборудованийĕпе пĕлсе те вырăнлă усă курмаллине палăртрĕ. Сумми пĕчĕк мар - музыка аппаратурипе сцена костюмĕсем кăна 500 пин тенкĕлĕх илнĕ.

Ĕçлĕ çул çÿреве район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.



20 мая 2009
00:00
Поделиться