Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле канашланине мĕн çиттĕр

Йăлана кĕнĕ тăрăх районти хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ, хула, ял тăрăхĕсен пуçлахĕсен Канашĕн председателĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсемпе секторсен начальникĕсем хутшăнса тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç. Ĕçĕсем нумай енлĕ те, татса памаллисем те чылай пулчĕç. 

Чи малтанах Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн эрехе хирĕç кĕрешес енĕпе кăларнă 2002 çулхи Указне районта мĕнле пурнăçласа пынине тишкерчĕç. Ку енĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Яранов тухса калаçрĕ, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи çитменлĕхсене палăртрĕ. Эрех ĕçекенсене, сăмакун туса сутакансене саккун умĕнче явап тыттарассине вăйлатмалли çинчен каларĕ.

Çуллахи шăрăх çанталăк çитсе тăнă май пушар тухас хăрушлăх та вăйланма пултарать. Çавăн пирки аса илтерчĕ те районти пушар хуралĕн начальникĕ В.Ефремов. Шăрăх çанталăк çынна шыв хĕрне те ытларах туртать, асăрханусăр пулсан путса вилес хăрушлăх та сиксе тухма пултарать. Канашлура шыва кĕмелли çуллахи вăхăтри хăрушсăрлăх, инкек килсе тухсан çынна пулăшу кÿмелли пирки те каларĕç. Унсăр пуçне хула, ял тăрăхĕсенчи çĕрсемпе тухăçлă усă курмалли çинчен те сÿтсе яврĕç канашлура. Çапла пулмасăр, пĕрле калаçнине мĕн çиттĕр.



20 мая 2009
00:00
Поделиться