Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçпе пиçĕхнĕ алăсем

Кивĕ Вĕренерти Валерий Семенович Яковлев 2006 çулта 45 çул тултарсан районти шалти ĕçсен пайĕнчен капитан званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. 12 çул çынсене вăхăтлăха тытса усракан изолятор начальникĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хучĕ вăл. Халĕ акă ялта пурăнать. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Семен Васильевичпа Анастасия Алексеевна та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра тăрăшнă. Валери ывăлне те вĕсем çĕре юратма, ял хуçалăх культурисем туса илес енĕпе ĕçлеме сĕннĕ. Юлташĕ - Сергей Гурьев та пĕрле тăрăшма ыйтнă. Сергей Иванович пултаруллă механизатор кăна мар, вăл çавăн пекех ăста слесарьте, сварщик та. Яковлевпа Гурьев юлашки çулсенче усă курман çынсен çĕр пайĕсене илсе 24 гектар çинче сухаласа хатĕрлерĕç. Валерий Семенович пĕлтĕр патшалăхран 63 пин тенкĕ кредит илсе ДТ-75 трактор туянчĕ. Вĕсен МТЗ-82 трактор та пур. Кăçал 10 гектар çинче çĕр улмин «Удача» сортне лартса хăварчĕç. Вăрлăхне Çĕрпÿри опытлă станцинчен илсе килнĕ. Пысăк хастарлăхпа ĕçе пуçăннă механизаторсене пулăшма Кавалтан В.Горшков механизатор килсе çитнĕ. Вăл çĕр улми лартмалли КСМ-4 сажалкăна тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Вăрлăха минераллă удобренисемпе явăштарса лартни тухăçа ÿстерме пулăшатех ĕнтĕ. Çакна çирĕп шанаççĕ В.Яковлев (сылтăмра Ю.Васильев, В.Тихонов, О.Афанасьев грузчикпа сеяльщиксем.



23 мая 2009
00:00
Поделиться