Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куç хăрать - алă тăвать

Республика кунĕ çывхарнă май массăллă информаци хатĕрĕсем ытларах та ытларах Вăрмар ене тимлĕх уйăра пуçларĕç. Пурте çакна палăртаççĕ - хăнасен умĕнче пите хĕретмелле ан пултăрччĕ тесе тăрăшаççĕ кунта. Акă мĕн çырать кун пирки «Хыпар» хаçат: «Вăрмар поселокĕн центрĕ строительство площадкине çавăрчĕ: тĕрлĕ ведомство-организаци çурчĕсене çĕнетсе илемлетеççĕ, культура çурчĕн умĕ хитреленет. Районăн историпе тавра пĕлÿ музейне уявра уçма палăртнă. Халĕ çурт тăррине витеççĕ. Тĕрлĕ предприяти, учреждени ĕçченĕсем субботниксене тухаççĕ: территорие тирпейлес, клумбăсене чечексем лартас ĕç кал-кал пырать.

Физкультурăпа сиплев комплексĕ - районта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр парне. Кунта икĕ бассейн, спорт залĕ, сауна, медицина центрĕ вырăн тупĕç. Пулас керменĕн тулашĕ халех куçа илĕртет».

Кĕскен те уçăмлăн. Анчах та çак кал-кал пыракан ĕçе камсем йĕркелесе пурнăçласа пыраççĕ-ши; Кун пирки райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов каласа парать.

- Республика кунне хатĕрленес ĕçе тĕрлĕ çĕрти организацисемпе фирмăсене явăçтаратпăр. Акă район администрацийĕн çуртне штукатурка тăвас ĕçе Шупашкарти «Стройдизайн», кантăк рамисене улăштарассине «Евро - Престиж» (Канаш хули) тулли мар яваплă обществăсем пурнăçлаççĕ. Культура çуртĕнчи юсав ĕçĕсене те икĕ организаци тăвать. Кунти ташă залĕнчи, вестибюльти урайсене «Март-ГК» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем сараççĕ, вĕсемех канализаци системине хута ярассипе вăй хураççĕ. «СВС-А» тулли мар яваплă общество вара палăртнă вăхăтра çурта тул енчен хăтлăх кĕртес тесе тăрăшать. Вăрмарти райпо «Юность» кафе, универмаг çурчĕсене, вĕсен таврашне илем кĕртет, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем те комбинат фасадне сăрласа илемлетеççĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ «Энĕш» автоçулăн пĕр пайĕ поселокри Мир тата Ленин урамĕсемпе иртет. Халĕ çул хĕррипе 206 метр тăршшĕ бордюрсем вырнаçтарас ĕçе «Дорстрой» тулли мар яваплă общество пурнăçлать.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ тавра та хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. «Фрегат» тулли мар яваплă общество хăй çине илнĕ куна. Вăрмарти почта çуртне те шалтан та, тул енчен те çĕнетсе илемлетме палăртнă, «ВолгаТелеком» акционерсен уçă обществин, почтамт ĕçченĕсем кунта мĕн иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех тăрăшаççĕ...

Чăнах та, тумалли ĕçсен калăпăшĕ питĕ пысăк. Анчах та «куç хăрать те алă тăвать», - теççĕ халăхра. Çакна куç умĕнчех хитреленсе пыракан çуртсем те çирĕплетеççĕ. Акă «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ кĕске вăхăтрах пур енчен те шурă «тумпа» витĕнчĕ. Халĕ иртен - çÿрен кунта нумаях пулмасть кивĕ йывăç çурт ларнине аса та илмĕ. Райдаминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ вырнаçнă çурт та палламалла мар улшăнчĕ. «Урмарытеплосеть» обществăра вăй хуракансем çиелтен иртекен ăшă трассисене май пур вырăнта çĕр айĕнчен яни те самай хăтлăх кĕртет. Çапла, ĕç кал-кал пырать, çапах та пĕр япала асăнса хăвармасăр та май çук. Кашни кунах кăнтăрла хыççăн поселокри ĕç коллективĕсенчен тирпей-илем кĕртме çынсем тухаççĕ. Сăнатăн та - яланах пĕр организаци-учрежденисенченех. Хăш-пĕр пуçлăхсем эпир района пăхăнмастпăр та, Республика кунĕ иртни-иртменни пире пачах пырса тивмест теççĕ-ши; Вăрмарта пурăнакан уйрăм çынсенчен те питĕ сахалăшĕ çак ĕçе хутшăнать. Пахча ĕçĕсем те вĕçленчĕç ĕнтĕ, тен, çын туса парассине çеç кĕтсе лармалла мар, хамăрăн та çанă тавăрмалла. Пурте вăхăтпа вĕт, вăхăчĕ вара сахал юлчĕ.



23 мая 2009
00:00
Поделиться