Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куçа-куçăн калаçнин усси пурах

Халăх умне çитермелли тĕп темăсем: Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикин 2010-2012 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен» Указне пурнăçлас тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлă органĕсен задачисем çинчен; хула-ялсене, вăрмансене, экономика объекчĕсене пушартан сыхлас, çавăн пекех муниципалитет тытăмĕсен, масарсен тата ял тăрăхĕсенчи çул-йĕрсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем; республикăн «2009-2011 çулсенче Чăваш Республикинче пирус тата табак изделийĕсем туртассине профилактика тăвасси» тĕллевлĕ программăна пурнăçламалли мерăсем çинчен. Пирĕн район çыннисемшĕн вара тепĕр çивĕч ыйту - республика кунне тивĕçлипе кĕтсе илсе ирттерсе ярасси пулчĕ. Хальхи вăхăтра вара ку пурне те пăрăшхантарать. Вĕçне çитермелли ĕçсем умра питех те нумай. Çак ыйтусем тавра калаçрĕç республикăран килнĕ яваплă çынсем. Информаци ушкăнĕ Вăрмар хула, Арапуç, Энĕшпуç, Аслă Чак, Энтрияль ял тăрăхĕсене çитсе курчĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикинчи «Капиталлă строительствăн республикăри управленийĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э.Аблякимов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен пайĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Яковлев, Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин руководителĕн заместителĕ С.Скворцов, Чăваш Республикин социаллă аталану тата сывлăх сыхлав министрĕн заместителĕ Н.Осипова, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Енилина.

Район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пыракан ушкăн Вăрмар хула администрацийĕнчи, физкультурăпа сиплев центрĕнче, краеведени музейĕнче, чукун çул вокзалĕнче пулчĕ. Кунта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçрĕç, лару-тăрупа паллашрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç, кун йĕркинчи ыйтăва пăхса тухрĕç.

Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ушкăнĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче, Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пулчĕ. В.Яковлев кун йĕркинчи темăсемсĕр пуçне милици сотрудникĕсен ĕçĕпе кăсăкланчĕ, преступленисене вăхăтра тупса палăртассипе ырми-канми вăй хумаллине аса илтерчĕ. Ĕçре кадрсем мĕншĕн çителĕксĕррине тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ.

Республика кунĕ тĕлне Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма палăртнă май кунти пуçлăхăн О.Ивановăн та ĕçлĕ ушкăн умĕнче хăйне евĕрлĕ «экзамен» тытма тиврĕ. Ыйтусем... ыйтусем... тĕрлĕрен пулчĕç вĕсем, тумалли ĕçĕсем вара Энĕшпуç ялĕнчех юлчĕç. Ку ĕçсене ял тăрăхĕ хăй тĕллĕн туса пĕтерме вăй çитерейменнине туйса ĕçлĕ ушкăнрисем яваплă çынсем умне çакна çитерме шантарчĕç.



23 мая 2009
00:00
Поделиться