Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Манăн кил - Вăрмар ен»

çак сăмахсене мĕншĕн тапратнине вулакан тÿрех ăнланса илет пулĕ. Умра - Республика кунĕ, шутлă кун хăвăрт иртет. Апла пулсан, районта уявччен туса ĕлкĕрмелли ĕçсем питех те нумай. Чи малтан тирпей-илем тейĕпĕр. Тирпейлĕхĕ паллă-ха, илемĕ вара тĕрлĕ енлĕ. Кунта сăрă ĕçĕ те, тĕпрен юсасси тата ытти те. Шăп та лăп çак ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ чи малтанах Вăрмар поселокĕнче. Акă, тĕслĕхрен, паянхи куна поселок территорийĕнчи нумай хваттерлĕ 23 çуртсенче юсав ĕçĕсем тума тытăннă, хăш-пĕрисенче ку ĕçсем вĕçленсе те пыраççĕ. Пирĕн районта çакăн пек юсав ĕçĕсем 42 çуртра тума палăртнă. Вăл Чăваш Республикинчи хула строительствипе обществăлла инфратытăм министерствин «Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси» адреслă Программипе пулса пырать. Кун пек çуртсем вара пирĕн районта та нумай: Заводская, К.Иванов, Ленин, Мир, Молодежная, Порфирьев, Вокзальная, Новая, Энтузиастов урамсемпе Зеленая, Чапаев тăкăрлăкĕсенче, çавăн пекех Чулкаспа Энтрияль ялĕсенчи 2-шер çурта тĕпрен юсама палăртнă. Ку ĕçсене «ГидроПромСтрой», «РМ-СтройСервис», «МинСтрой», «Партнеры», «СОФ ЛВС-Строй», ПКФ «ДизайнСтрой», «Монтажхимзащита», «Нипстрой» тулли мар яваплă обществăсемпе «Урмарыводхоз», «Строитель» муниципаллă унитарлă предприятисем, «Чувашсетьгаз» акционерсен уçă обществин «Козловкамежрайгаз» филиалĕ подрядчиксем пурнăçлаççĕ. Тĕп юсав ĕçĕнчи хăш-пĕр ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ пулин те тумаллисем питех те нумай. «Уявччен ĕлкĕресчĕ», - тет районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçи О.Викторов вĕсен ĕçĕ пирки калаçнă май. Чăнах та ку предприятин канăç пĕтнĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле вĕсен, бухгалтеринче вăй хуракансем те вырăна тухса юсав ĕçĕнче килсе тухакан хăш-пĕр ыйтусене татса пама тăрăшаççĕ. «Тăрăшни сая каймастех, ĕçе вăхăтра вĕçлĕпĕр», - теççĕ вĕсем.



23 мая 2009
00:00
Поделиться