Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акатуй - çурхи ĕçсен пĕтĕ...

Кăçал «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» патшалăх унитарлă предприятийĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ, пухăннă хăнасем ăна майăн 23-мĕшĕнче ирттерчĕç. 1500 гектар çинче тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем акса хăвармалла пулчĕ çĕр ĕçченĕсен. Лаптăкĕ пысăк пулин те, палăртнă пекех, 10 кун хушшинчех ĕлкĕрчĕç. Уява савăнăçлă кăмăлпа ирттерме тепĕр сăлтав та пулчĕ. Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш квартала республикăри 34 унитарлă предприяти тупăшлă вĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче малти вырăнсенчен пĕринче «Урмарская» хуçалăх - таса тупăшĕ 5,1 миллион тенкĕпе танлашнă.

Уява хутшăннисене хуçалăх ертÿçи Н.Петров, район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕ А.Самаркин тата ыттисем саламларĕç. Хуçалăх çитĕнĕвĕ пĕтĕм коллектив тăрăшуллă пулнинчен килет. Çавăнпа та предприяти администрацийĕпе профсоюз комитечĕн парнисене илекенсем те йышлă - пурĕ 31 çын - пулчĕç. Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕн Указĕпе Н.Якимов водителе «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пани те кунта тăрăшуллă, ĕçе чунĕпе парăннă çынсем ĕçлени çинчен калать.

Уяв культура мероприятийĕсемпе тăсăлчĕ. С.Кувшинов тата чăваш эстрадин ытти çăлтăрĕсем хăйсен хавхалануллă юрă-çеммипе куракансен кăмăлне самаях çĕклерĕç. Пĕр чăваш акатуйĕ те спорт вăййисемсĕр иртмест. Авалтан пыракан йăлана Киввăрмарсем те пăсмарĕç. Спорт вăййисене хутшăнакансем хушшинче хăнасем те йышлăн пулчĕç пулин те, чи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене ял çыннисемех тухрĕç. Лашапа 2 çухрăма ăмăртса С.Павлов, алă вăйĕ виçсе И.Иванов, кĕрешсе - В.Степанов. Кăрккапа автан тукмаккисене самаях çирĕç пулмалла çав каç çĕнтерÿçĕсем...

 



27 мая 2009
00:00
Поделиться