Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йăхран-йăха куçать юратнă ĕç

«Ырă вăрлăх, ырă çимĕç парать» тенĕ мĕн авалтан. Çакна Шăхаль ялĕнчи Анна Осиповна Тапинова паянхи кун та тытса пырать, мĕншĕн тесен вăл мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, ачисене те çавна хăнăхтарнă. 1926 çулта хресчен çемйинче çуралнă, çемьери чи аслă хĕрĕ вăл, унсăр пуçне тата пиллĕк пĕр тăван вĕсен. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн килти йывăр ĕç Анна Осиповна çине тиеннĕ. Кун пек чухне ачалăхĕ çăмăл пулман теççĕ. Чăнахах та çаплах пулнă унăн пурнăçĕ. 15-ри хĕре вăрçă çулĕсене те тÿссе ирттерме тивнĕ. Çак вăхăта Анна аппа куççуль кăлармасăр аса илеймест. «Çĕрĕк çĕр улми, мăян тăрри пуçтарса çÿренĕ. Выçă вилес мар тесе темĕн те ĕçлеме тивнĕ», - тет вăл ĕлĕкхине аса илсе. Темле асаплă вăхăт пулсан та савăнма пĕлнĕ, улахне те ларнă, ал ĕçне те тунă, чĕнтĕрлĕ пĕчĕк кĕсье тутăрĕ тĕрлесе вăрçăри салтаксене те ярса панă.

- Хĕр чухне хĕрĕх тус тенĕ ĕлĕкхи çын, хирĕçех пурăнакан кÿршĕ каччи Михаил вĕçертмерĕ мана хăйĕнчен, урам урлă пурăнакан киле качча тухрăм. Лайăх усрарĕç вĕсен килĕнче мана, питĕ хисеплетчĕç. Анчах та шел, Миша мăшăрăм çамрăклах çĕре кĕчĕ. Аслă ывăл Коля ашшĕнчен 12 çулта юлчĕ, кĕçĕнни ашшĕ вилнĕ чухне çуралманччĕ, - тет сăмахне малалла тăсса Анна Осиповна. 4 ывăл та 2 хĕр çуратнă вĕсем мăшăрĕпе, анчах та вĕсене пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларнă Анна аппа. Халĕ Юрий - Ульяновск облаçĕнче, Гена - Мускавра, Валентина - Шупашкарта, Николайпа Василий, Нина ялта тĕпленсе пурăнаççĕ. Шăхальти Чапаев урамĕн вĕçне «Тапиновсен кĕтесĕ» теме те пулать, пиччĕшĕпе шăллĕ хире-хирĕç пурăнаççĕ. Мăшăрĕсем - Юлия Семеновнапа Надежда Владимировна. Килне кура - кинĕсем, ĕçчен те вашават вĕсем. Туслă пурăнаççĕ икĕ çемье, тен çак туслăха Анна Осиповна тытса пырать, ăна никам та татса калаймĕ, туслăхĕ вара ĕмĕрех пытăр. Сăмах май каласан, аслă кинĕ Юлия Пинер ялĕнчен качча килнĕ. Çав кунтанпах хуçалăхра вăй хурать вăл, халĕ - тĕп бухгалтерта. Унăн ĕçне хисепе хурса 2006 çулта Ял хуçалăх министерстви Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чысланă. Вĕсен икĕ ывăл. Сергей - Шупашкарта, Михаил ялта пурăнаççĕ. Миша Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агрономи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл ученăй агроном. Хальлĕхе тăван хуçалăхра ашшĕпе юнашар механизаторта тăрăшать, çав вăхăтрах ашшĕн шăллĕнчен, Василинчен, агрономи ĕçне хăнăхса пырать темелле. Михаилăн ашшĕ Николай Михайлович çамрăкранпах механизаторта ĕçлет. Унăн ĕç стажĕ 30 çул. Çак хушăра çăмăлли те, йывăрри те чылай пулнă пулĕ. Анчах юратнă ялтан, ĕçрен пăрахса кайма шутламан. Ĕçшĕн хисеплесе тĕрлĕрен тав, хисеп хучĕсем те чылай панă ăна. Вăл ЧАССР Верховнăй Совечĕн XI созыври депутачĕ те пулнă. Кĕскен каласан, шутлă та хисеплĕ çын вăл ялта. Пиччĕшне кура кĕçĕннисем те ял çинче хисепре. Анна Осиповнан ывăлĕсенчен кĕçĕнни Василий ял хуçалăх институтне (академине) вĕренсе пĕтерсен ялта агрономра ĕçлеме тытăннă. «Унтанпа 26 çул иртсе кайнине сисмерĕм те. Саманан йывăр вăхăчĕ те пулчĕ, пирĕн хуçалăх пур пĕрех ура çинчен ÿкмерĕ. Май килнĕ таран тăрăшрăмăр», - тет Василий Михайлович иртнине аса илнĕ май. Ахальтен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ ята тивĕçмен ĕнтĕ. Лайăх ĕçленине асăрханах. Хисеп грамотисем те чылай унăн. Мăшăрне вăл ял хĕрне Надежда Владимировнана тупнă. Туслă пурăнаççĕ. Вĕсен 2 ача. Иринăпа Валерий. Ирина Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче вĕренет. Валерий хальлĕхе ялта ĕçлесе пурăнать. Сăмах май каласан Надежда Шупашкарти юрăпа ташă ансамблĕнче юрăç пулнă. Мăшăрне, тăван кĕтесе юратниех ăна ялта тĕпленме хистенĕ. Пĕр вăхăт Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче те вăй хунă. Халĕ куçман пурлăх объекчĕсен Чăваш Республикинчи управленийĕн регонсем хушшинчи 7-мĕш уйрăмĕнче тăрăшать.

Тапиновсем çинчен татах та нумай çырса кайма пулать. Кĕскен каласан вĕсен çĕр ĕçĕпе çыхăннă ĕç стажĕ 286 çул. Вĕсем кăçал республикăри династисен VII слетне хутшăнма тивĕç пулчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин Президенчĕн тав хутне тата асăнмалăх парне панă. Йăхран-йăха куçакан юратнă ĕçшĕн çапла хисеп тунăшăн çав тери хĕпĕртет çемье пуçĕ - Анна Осиповна. Сывлăхне пула ЧР Президенчĕпе Н.Федоровпа тĕл пулма тÿр килейменнишĕн кăштах хурланать те вăл.




27 мая 2009
00:00
Поделиться