Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемйипех ĕçе кÿлĕннĕ...

Кашни ялтах уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕ аталанса пыма пуçлани куç умĕнчех. Патшалăх енчен çăмăллăхлă кредит парса пулăшни вĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Тикашри Валерий Георгиевич Чернов килти хушма хуçалăха пилĕк çул каяллах йĕркеленĕ. Малтан унăн хуçалăхра 1 сысна аçи, 3 ама пулнă, самăртакан ушкăнрисене 17 пуçа, каярахпа 47 пуçа çитернĕ. 2006 çулта патшалăхран 200 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит илет. Çав укçапа «Газель» автомашина туянать, сыснасене усрамалли вите тăвать.

2007 çулта патшалăхран 300 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитпа строительство материалĕсем, сысна аçипе амисем, вăкăрсем илет. Мăйракаллă шултра выльăхсене 10 пуçа çитерет. Кĕçех 10 вырăнлă вăкăр витине туса пĕтерет.

2008 çулта сыснасен шутне 91 пуçа çитерет. Çав вăхăтрах мăйракаллă шутлра выльăхсене самăртса сутни усăллăрах пулнине туйса илет.

Хальхи вăхăтра картишĕнче 1 сысна аçи, 7 ама, самăртакан ушкăнра 50 пуç. Вĕсемсĕр пуçне килти хушма хуçалăхра 1 ĕне, 2 вăкăр, виçĕ пăру пур. Çакăн чухлĕ выльăх пăхса усрама апат сахал мар кирлĕ. «Çулталăкра тырă 24 тонна, çĕр улми 15 тонна пĕтет», - тет калаçăва малалла тăсса Валерий Георгиевич.

Выльăхсене пăхнă çĕрте мăшăрĕ Нина Михайловна, Вова ывăлĕпе Светлана кинĕ тăрăшса вăй хураççĕ.

Эпир пынă чухне вĕсем В.Иванов фермерăн складĕнчен тырă турттаратчĕç. Çапла ĕçлесе пурăнать ялти ятлă çын В.Чернов, Чăваш Республикин кунне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет.



30 мая 2009
00:00
Поделиться